Коррупципе кĕрешес ĕçе пĕр тытăма пухнин витĕмĕ пур. Ку саккуна пăснă тĕслĕхсене тупма пулăшать, вĕсене хăвăрт тӳрлетме май парать. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă ларура каларĕ. Шалти ĕçсен министерствин экономика хăрушсăрлăхĕн тата коррупципе кĕрешекен управленийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пĕлтĕр республикăра коррупци сĕмĕллĕ 295 преступление шута илнĕ. Пысăк пайне, 70%, полици тупса палăртнă. Асăннă шутри 88 преступлени - йывăррисем тата уйрăмах йывăррисем, 32-шĕ - пысăк тата уйрăмах пысăк виçепе тунисем. Вăтам виçи 2021 çулта 90 000 тенкĕпе танлашнă. Салтак атти тăхăнас килмен яшсем тĕрлĕ мелсем шыраççĕ. Чăваш Республикинче çамрăксене çар службинчен п