Республикăри пĕлӳ çурчĕсенче юсав ĕçĕсене пурнăçласси çуллахи вăхăтра хĕрӳ пырать. Чӑваш Енре ял шкулӗсем хуларисенчен уйрӑлса ан тӑччӑр тесе май килнӗ таран пурне те тӑваҫҫӗ – «Ӳсĕм лапамĕ» вĕренӳ центрĕсене уҫаҫҫӗ, пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетеççĕ, вĕренӳ учрежденийĕсене тӗпрен юсаҫҫӗ.
2022-2023-мĕш ҫулсенче Чăваш Республикинчи шкулсене тĕпрен юсама 3 миллиард тенке яхăн уйăрнă, вăл укҫапа 31 шкула ҫĕнетеççĕ. Пĕтĕмпе республикăри 17 муниципалитетри вĕренӳ объекчĕсем тĕпрен ҫĕнетеççĕ. Чӑваш Ен вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров Йӗпреҫ муниципалитет округӗн Пысăк Упакассинчи тата Шупашкар тăрăхĕнчи Çĕньял шкулĕсенче юсав ӗҫӗсем мӗнле пынине тӗрӗслерӗ. Çитес вĕренӳ çулĕнче Пысăк Упакассинчи çĕнетнĕ шкулăн партти хушшине 70 ача ларма хатĕрленет, пĕтĕмĕшле пĕлӳ илме 4 ялтан çӳреççĕ. Ачасене шкул автобусĕ турттарать. Çак юсанă шкултах – шкул çулне çитменнисем валли 30 шăпăрлан çӳремелĕх ача пахчи. Кĕтнĕ çĕнĕлĕх – асăннă шкулта «Ӳсĕм лапамĕ» пӳлмалла.
СВЕТЛАНА ВАСИЛЬЕВА: «Шкула 1977 çулта тунă. Унтанпа кашни çул кăштахшар кăна сăрласа тăнă, ремонт тукаланă. Тĕп ремонт пулман пирĕн. Çак ремонта эпир тахçанах кĕтнĕ. Ашшĕ-амăшĕ те, ачисем те, учительсем те питĕ кĕтсе тăраттăмăрччĕ. Питĕ хавас «УютСтрой» организаци ремонт тунипе эпир. Вăхăтра пĕтĕм ĕçсене туса пырать, мĕн ыйтнине тума тăрăшать. Çĕнĕ вĕренӳ çулне хаваспах кĕтсе тăратпăр».
Юхăннă шкула юсакан организаци ĕçсене вĕçленипе танах ĕнтĕ. Панă сăмаха пурнăçлас тĕллевпе кулленех кунта 50 çынна яхăн ĕçлет.
АЛЕКСЕЙ ВАСИЛЬЕВ: «Шкул тăррине ремонт турăмăр. Кантăксене улăштартăмăр. Йывăç урайсене салатса, утеплять туса, плитка хутăмăр. Плитка, линолеум классенче. Канализаци, водопровод. Çак проект хакĕ 68 миллион тенкĕ“.
Шупашкар тăрăхĕнче те хĕрӳ тапхăр. Пурĕ ку округра 3 шкул юсанать.
НИКОЛАЙ ХОРАСЕВ: «Подрядчиксем ĕлкĕрсе пыраççĕ. Синьялта 70% тунă. Çынсем савăнаççĕ. ашшĕ-амăшсем кирлĕ теççĕ кун пек ремонт. Малтанхипе танлаштарсан, танлаштарма май çук тесе каламалла. Халь шкулне пăхсан классем мĕнле çутă, хитре. Тĕрлĕ краскăсемпе сăрланă. 2024-25 мĕш çулсем валли тепĕр 7 шкул проектсем пур, экспертиза тухнă. Çак программăпа пире укçа лекессе питĕ кĕтетпĕр. Ремонт туса пĕтеретпĕр тесе шутлатпăр».
Кунта ачасем вĕреннине пула ĕçсем планран уйăх çурă каярах пуçланнă, çавăнпа та кăшт тăсăлса кайнă. Чи савăнтараканни – авăн уйăхĕнче шкул ачисем хăтлă пĕлӳ çуртне килеççех, строительсем те кунта çĕрĕпе ĕçлеççĕ.
ОЛЕГ ИВАНОВ: «Ĕлкĕрсе пыратпăр. Отопленине туса пĕтернĕ. Проводасене пĕтĕмпех тунă. Иккĕмĕш хутра пĕтĕмпех хатĕр. Виççĕмĕш хута сăрласа тухнă пĕрремĕш хут. Иккĕмĕш хута сăрлама пуçланă. Пĕрремĕш хутра отделка пырать. Çакăнта пищеблока çитрĕмĕр».
Федераци хыснинчен куçакан укçа-тенке вĕренӳ тытăмĕнче вырăнлă усă курни пурне те савăнтарать. Юсаса çĕнетнĕ шкулта пĕлÿ илме кăмăллă-çке.
1 view
374
112
4 months ago 00:02:52 1
«Хавхалану» фестиваль иртрĕ
11 months ago 00:02:54 1
Шăнкрав курăкĕ. Первая исполнительница песни Валентина Матвеева. Оригинальная запись.
1 year ago 00:01:58 3
Чăваш Енре – Вадим Жук тата Марина Курчевская
1 year ago 00:01:47 15
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:01:42 1
Финанс пĕлĕвĕ кашни валли
1 year ago 00:02:58 1
Пулас педагогсемшĕн тĕслĕх
1 year ago 00:02:21 1
Советник кампа ĕçлет?
1 year ago 00:04:35 3
Тутлă та илемлĕ çырла пухаççĕ
1 year ago 00:02:02 1
3 шкул çĕкленет
1 year ago 00:02:04 1
Раштав уйăхĕнче туса пĕтермелле
1 year ago 00:01:50 3
Юсав вăхăтлă вĕçленмелле
1 year ago 00:01:21 1
Чăваш Енри вĕрентекенсене - 200 пин тенкĕ
1 year ago 00:02:40 2
Çĕнĕ стадион, такăр çул
1 year ago 00:01:35 1
Спорт аталанать
1 year ago 00:02:50 1
Çĕнĕ шкул хăпартаççĕ
1 year ago 00:02:41 1
Чăваш Енри кирпĕчсем
1 year ago 00:02:31 1
Уй-хирти шкул
1 year ago 00:02:08 1
Велоспорта юратакансем ăмăртрĕç
1 year ago 00:00:49 1
Çĕнĕ вĕренӳ çулне ĕлкĕртесшĕн
1 year ago 00:02:21 1
Ачасене - ĕç вырăнĕсем
1 year ago 00:01:21 1
«Культурăллă шăмат кун. Раççейри халăхсен вăййисем» акци старт илет