Çулла кашни кун тенĕ пекех, кĕркунне вара кун сиктерсе çырла пухаççĕ. Шĕнерпуç ялĕ çывăхĕнчи уйра çĕр çырли çитĕнет. Николай Архипов усламçă Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи пĕртен пĕр çырлаçă. Тутлă та техĕмлĕ çимĕç юратакансене вăл мĕн сивĕтичченех çырлапа тивĕçтерме пултарать. Ку ĕçри вăрттăнлăхсемпе паллашма Алина Сусметова çула тухрĕ.
Çырла хыççăн çырла витрене е ятарлă савăта ӳкет. Нумай та вăхăт иртмест – вăл тулать те. Паян пухакан тухăç Хусан хулине çула каять. Хĕрлĕ тĕслĕ ятарлă тум тăхăннă хĕрарăмсем авăн уйăхĕнче кун сиктерсе çĕр çырлине сутлăха ăсатаççĕ. Ĕçлекенсем пурте Çĕрпӳ тăрăхĕнчен килеççĕ. Çул укçине Николай Архипов усламçă хăй саплаштарать. Вăл çеç те мар, ĕçре кирлĕ хатĕр-хĕтĕрпе те тивĕçтерсех тăрать.
АЛЕВТИНА КРАСНОВА: «Мĕн апрель вĕçĕнчен пуçласа паянхи куна çитичченех пĕр юлмасăр çӳретпĕр, ĕçе çӳренĕ пекех çӳретпĕр. Хăнăхрăмăр. Эпир çырла çинче ĕçлесе курман çынсем. Пĕрремĕш ХУТ лартса çырла алла илтĕмĕр. Тухăç япăх мар». Таврана кĕр сĕмĕ çапнă пулин те çырла пухакансен алă усса ларма вăхăт çук. Мĕн сивĕтичченех çакăнта ĕçлесшĕн вĕсем. Тухăçа пухса пĕтерсен тасатмалли-тирпейлемелли те чылай. «Ĕç вырăнĕ пур, укçа енчен кӳрентермест, мĕншĕн ĕçлемелле мар вара», – çапла палăртаççĕ кунта тăрăшакансем. Николай Архипов çак ĕçе ахальтен пуçăнман. Ялта пурăнса та енчĕке хуламлатма май пурри пирки вăл ашшĕнченех пĕлет.
ТАТЬЯНА АРХИПОВА: «Упăшка 2013-мĕш çулта грант илчĕ. Эпир мăйракаллă шултра выльăх усрама пуçларăмăр. Малтанах сахалччĕ. 9 пăруран пуçларăмăр. Грант илсен 5 çул хушшинче аллă сумалли ĕне тумаллачччĕ. Эпир çав выльăхсене çитертĕмĕр. Паян пирен 100 выльăхран иртсе кайнă». Çемьере виçĕ ывăл, пурте ашшĕне, Леонид Альбертовича, хуçалăхра пулăшнă.
ТАТЬЯНА АРХИПОВА: «Николай пирĕн вăталăххи. Çавăн пекех çĕр ĕçне юратнипе çырла ĕçне пуçăнас терĕ. Грант илчĕ. Унпа малтанах çумри пахчара ӳстертĕмĕр. Грант илнĕ хыççăн нумайлатрĕ. Ытларах лаптăк». Паян йăран хыççăн йăран сарăлса выртать. Ку уйра çеç 5 гектар çинче çырла вăй илет. Тепĕр уйра тата ик гектар çинче хĕрлĕ тухăç сарăлса выртать. Ĕçлемелĕх пур.
ЛЮДМИЛА ЕГОРОВА: «Çак фермер хуçалăхне пуçласа яма пĕрле пуçласа ятăмăр ĕнтĕ. Кайран вара халь ачасем шкула çӳреççĕ, аслисем шкула çӳреççĕ, 4 ача пирĕн. Иккĕшĕ шкула, кĕçĕннисем садике çӳреççĕ. Пушă вăхăтра пулăшни кăна». Николайăн çемйи, амăшĕ, пĕртăванĕсем, тăванĕсем пушă чухне тӳрех усламçа пулăшма хире васкаççĕ. Дмитрий шăллĕ фермер ашшĕне те, усламçă пиччĕшне те пулăшма ĕлкĕрет. Çырла ĕçĕнчи вăрттăнлăхсене те вĕренсе пырать.
ДМИТРИЙ АРХИПОВ: «Тепĕр çынсем, çырлапа ĕçлекенсем йăрансем хушшине, йăран çине улăм сараççĕ. Пирĕн Коля çавăн пек тумасть, мĕншĕн тесен улăм сарсан çĕр час типмест. Пирĕн кунта ахаль те нӳрĕ тăрать. Çавăнпа эпир ун пек тумастпăр, хăвăртрах типсе çиттĕр, хăвăртрах çырла пиçтĕр тесе. Тепĕр сăлтавĕ – кушак кайăксем тапăнаççĕ улăм сарсан». Николай Леонидович ытти çырлаçă ăсталăхĕпе те паллашсах тăрать. Интернетра нумай вулать. «Йăран хушши сарлака пулмалла, çырла тĕмĕсене те йăвă лартмалла мар», - тет вăл. Çывăх вăхăтра çĕр çырли лаптăкне пысăклатнă чухне çаксене шута илессине палăртать çамрăк усламçă. Малалла тухăç темиçе хутчен паракан сортсемпе ытларах ĕçлес тĕллевлĕ Николай Архипов.
3 views
439
198
2 months ago 00:08:15 1
Вчера плавал,а сегодня в духовку.Вкусный рецепт карася / yesterday the fish swam, today they ate it
10 months ago 00:05:37 1
Sabaton - Wolfpack ( cover на русском от Отзвуки Нейтрона )
11 months ago 00:48:57 1
Понять. Простить | Единственные дочери, Нужные связи | Выпуск 245-246
1 year ago 00:09:44 1
Regin smiður
1 year ago 00:03:12 1
KOLEDOVA - Нарспи
1 year ago 00:04:35 3
Тутлă та илемлĕ çырла пухаççĕ
1 year ago 00:05:13 1
Andras Atlason - Havið sang (Official Video)
1 year ago 00:02:03 4
Чăваш Ен техĕмĕсем
1 year ago 00:01:14 1
Запорожьене черетлĕ пулăшу ăсатнă
1 year ago 00:01:58 3
Ятарлă çар операцинче хутшăнакансем валли пулăшу
1 year ago 00:03:17 1
Пĕчĕк вăйпах - пысăк ĕç
1 year ago 00:03:27 2
Чăваш Енре пĕрремĕш хут çырла фестивалĕ иртет
1 year ago 00:12:06 1
Уяв — пĕрремĕш хут
2 years ago 00:03:35 1
Акатуй кĕрлерĕ
2 years ago 00:06:17 7
Тĕрлĕ халăх çамрăкĕсем форумра пуçтарăнчĕç
2 years ago 00:06:01 1
«Ялта чи лайăххисем» 1500 çынна пухрĕ
2 years ago 00:02:29 1
Çĕнĕ Шупашкарта пĕчĕк пасар туса параççĕ
2 years ago 00:03:01 1
Шыв пулать, çул сараççĕ
2 years ago 00:03:21 1
Амăшĕн капиталĕпе тĕрлĕ енлĕ усă кураççĕ
2 years ago 00:02:58 1
«Фермер шкулĕ» пуçланчĕ
2 years ago 00:02:20 22
Навруза пурте пĕрле уявлаççĕ
2 years ago 00:03:15 26
Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ