Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ
Вăл хăйĕн ĕçĕпе çитĕнекен ăрăва вăйлă та хастар пулма хăнăхтарать. Сăмах – Йĕпреçри 2-мĕш шкулта физкультура тата пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕн предметне вĕрентекен Вячеслав Петров çинчен. Маттур педагогăн парнисене çĕнсе илессишĕн Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ. Унта республикăри 100 ытла спортсмен хутшăнчĕ.
«Вăл ахаль çын çеç мар, вăл пысăк сас паллирен çырăнакан вĕрентекен». Çапларах калаççĕ Вячеслав Петров çинчен унăн ĕçтешĕсемпе вĕренекенĕсем. Хăйĕн шăпине физкультура ĕçĕпе çыхăнтарнăскер 45 çула яхăн ачасене тӳрĕ кăмăллă та хăюллă пулма, йывăрлăхсене парăнтарса çутă малашлăх патне утма хавхалантарать. Унăн çунатти айĕнче çитĕнекенсем спортра чылай çитĕнӳ тунă. Тăван ачисем те ашшĕ йĕрĕпе пыраççĕ, ывăлĕ çăмăл атлетика енĕпе тĕнче чемпионатĕнче пăхăр медаль çĕнсе илнĕ пулсан, хĕрĕ вăра йĕлтĕрпе ярăнса Раççей кубокĕн призерĕ пулнă. Çак тата ытти çитĕнĕвĕ – ĕçе юратнинче тата ăна тĕрĕс йĕркеленинче палăрать.
ВЯЧЕСЛАВ ПЕТРОВ: «Кирек епле упражнение вăй нумай пĕтерсе тума пулать. Техника пулсан, пуçа ĕçлеттерсен вăл çăмăлтарах тăвать, нумай вăхăт хушши тума пултарать. Йĕлтĕрпе чупнă чухне технично лайăх тĕрĕс чупсан çăмăлтарах, хытăрах чупать, вăйлăрах, расстояни нумайрах, техника пулмасан вăл хăвăрт ывăнать».
Ăмăртăва хутшăнма Йĕпреç, Канаш, Каçал, Муркаш тăрăхĕнчи спортсменсем килсе çитнĕ. Вĕсен йышĕнче ача садне çӳрекенсем те, йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланакансем те пур. Сăмахран, Муркаш тăрăхĕнчи Çатракасси шкулĕнче вĕренекен Алина Григорьева спорт маçтăрĕн кандидачĕн нормативĕсене тултарасшăн. Çак тĕллев патне çывхарма вăл кашни кунах çирĕп утăмсем тăвать.
АЛИНА ГРИГОРЬЕВА: «Мана йĕлтĕр трасси питĕ килĕшрĕ. Вăл йывăр пулчĕ, анчах та, ĕçлеме йывăр мар тренироваться тусассăн. Халĕ 1-мĕш тухнăшăн эпĕ питĕ савăнатăп. Эпĕ йĕлтĕрпе 3-мĕш çул ярăнатăп. Кашни кунах тренировкасене тухатăп, тăрăшатăп».
Ăмăртăва йĕркелес шухăш Вячеслав Петровăн вĕренекенĕн Сергей Ильинăн 2015-мĕш çултах пулнă. Çак пуçарăва вăл ырă йăлана кĕртесшĕн.
СЕРГЕЙ ИЛЬИН: «Ку соревнованине ĕнтĕ малалла та ирттерес шухăшсем пур, мĕншĕн тесессĕн ял халăхĕ поддержать тăвать. Çынсем, куратăп, вĕсем чупасшăн, спортшăн вĕсем, сывлăхшăн. Ытти çулсенче те, чипер пулсан, çак ăмăртусене эпир малаллла ирттерме тăрăшатпăр».
Хастар спортсменсене ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем илемлĕ юрă-кĕвĕпе, вĕри чейпе тата тутлă икерчĕпе сайларĕç. Уява курма килнĕ хăнасем ăмăрту çӳлле шайра иртнине палăртрĕç. Ăмăртура мала тухакансене кубоксемпе, медальсемпе тата парнесемпе хавхалантарчĕç. Спорт уявĕнче чи çамрăк тата чи аслă йĕлтĕрçĕсене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç.
26 views
1016
352
2 years ago 00:03:15 26
Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ
5 years ago 00:41:27 37
Анатри чăвашсен йăли-йĕркине Каçал тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕсем кăтартаççĕ. Ертÿçи Владимир Павлов.
13 years ago 00:04:36 41
Самар тăрăхĕнчи “Çăлкуç“ ушкăнĕ - “Эсĕ сар хĕвел пулсан“
6 years ago 00:03:11 187
Елчĕк тăрăхĕнче пулăçсен йăлана кĕнĕ хĕллехи тупăшăвĕ иртрĕ
5 years ago 00:04:04 56
Елчĕк районĕнчи вăрçă ветеранĕ 100 çул тултарчĕ
4 years ago 00:15:00 22
Юмах тĕнчи
6 years ago 00:04:46 12
Тюмень тăрăхĕ чăвашсене хапăлласа йышăнчĕ
11 years ago 00:02:42 28
«6х7» галерейăра «Тĕрĕ тĕнчи» курав уçăлнă
4 years ago 00:02:24 8
Кану вăхăчĕ хăрушсăр иртмелле
9 months ago 01:47:03 1
Муркаш тăрăхĕнчи «Акатуй» 2023 çул
1 year ago 02:37:16 1
Шупашкар тăрăхĕнчи «Акатуй» 2023 çул
3 years ago 00:11:00 18
Turkic Languages Female TV Presenters “Хĕрарăм Телеведущисем Тĕрĕкле Калаçаççĕ“
9 years ago 00:09:41 1
Томск тăрăхĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕ 20 çул тултарчĕ.
4 years ago 00:03:36 33
Вероника Пинеслу - Телейлĕх тĕнчи çумрах (2020)
7 years ago 00:03:16 1
Йĕпреç районĕнчи шуркассисем çутă ĕмĕтпе пурăнаççĕ
5 years ago 00:02:40 141
Стрaшныe иcтоpии для рaсcкaза в тeмнотe (2019) Русский трейлер #2
6 years ago 00:01:11 281
Tим Тaлeр, или Продaнный cмeх (2019) Трейлер (русский язык)
6 years ago 00:00:16 18
Тюмень тăрăхĕнчи “Тăван“ Ассоциацин ачасен ушкăнĕ
7 years ago 00:03:01 1
Вăрнар тăрăхĕнчи тĕлĕнмелли алăсти
7 years ago 00:03:16 1
Каçал тăрăхĕнчи вĕренекенсем Хура тинĕс хĕрринче каннă
5 years ago 00:01:31 10
Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр
11 years ago 00:22:49 31
Чăваш наци конгресĕн çурла уйăхĕнчи телепрограммин малалли пайĕ
11 years ago 00:18:22 21
Чăваш наци конгресĕн çурла уйăхĕнчи телепрограммин 1-мĕш пайĕ