Вăрнарти завод ĕçченĕсем гуманитари пулăшăвне ячĕç
Республикăри кашни тăваттăмăш гектар çĕре Вăрнар поселокĕнчи завод туса кăларакан продукци пулăшнипе хатĕрлеççĕ. Çак кăтарту Чăваш Енри хими пĕрлешĕвĕсем тивĕçлĕ ĕçленине çирĕплетет. Вăрнар тăрăхĕнчи хими тытăмĕн ĕçченĕсем те хăйсен професси уявĕнчен айккинче юлмарĕç. Сывлăхпа кану паркĕнче сĕм тĕттĕмченех юрă-кĕвĕ янăрарĕ.
Вăрнар – «химиксен поселокĕ» ята тивĕçсе ĕлкереймен-ха. Апла пулсан та, кăтартăвĕсемпе тата малашлăха палăртакан тĕллевĕсемпе вăл çакăн патне ăнтăлать те. Предприятире производствăна çеç мар, Вăрнар поселокĕн инфраструктурине аталантарас енĕпе те тăрăшаççĕ. Малашлăхра шкул çĕклес, çул тăвас, спорта вăйлăлатассипе те тимлеме палăртаççĕ. Завод ĕçченĕсем Раççей Федерацийĕн çĕнĕ территорийĕсенче пурăнакансене те тĕрев кӳме май тупаççĕ. Пурте кар тăрса тăрăшнипе предприятире 4 миллион тенкĕ ытла укçа пуçтарнă. Ăна вĕсем апат-çимĕç, утиялсем, электричество плитисем тата ытти кирлĕ хатĕр туянма янă. Гуманитари пулăшăвне турттаракан икĕ пысăк машина уявра çула тухрĕç.
– Эпир, паллах, пĕрле пулсассăн, пĕр-пĕрне пулăшса пырсассăн йывăр самантсенче пĕр енчен вăйлăрах пулатпăр, тепĕр енчен йывăрлăхсене çăмăллăн пурăнса ирттерсе малалла пурăнма пултаратпăр тесе шутлатăп. «Ырă туни ырăпах таврăнать», – теççĕ. Чăваш Ен Донбасс халăхне гуманитари пулăшăвĕпе савăнтарать пулсан, Донецк Халăх Республикинчен ятарласа уява çитнĕ ансамбль вара хими промышленноçĕн ĕçченĕсене илемлĕ-юрă кĕвĕпе савăнтарчĕ.
1 view
390
104
2 years ago 00:01:48 1
Вăрнарти завод ĕçченĕсем гуманитари пулăшăвне ячĕç