«Çамрăк ертӳçĕсен ушкăнĕ» конкурс республикăра 4-мĕш хут иртет. Унта çулсерен пин çурă çын хутшăнать. Çурма финала тухнă çамрăксем Шупашкарти «Амазони» паркра тупăшрĕç.
Çурма финала хутшăнакансем валли 10 сĕтел хăтерленĕ. Кашнийĕн хушшине 8-9 çын ларать.
ЛЮБОВЬ ИЛЬИНА: «Пирĕн республикăра çамрăк лидерсен конкурсĕ кăçал 4-мĕш хут иртет. Кашни çулах çак конкурса хутшăнма питĕ нумай çамрăк çынсем ĕмĕтленеççĕ. Çулран çула хутшăнакансем пур. Тата çакна каласа хăварас килет кашни çулах çĕнĕрен хутшăнакансем питĕ нумай. Конкурсра темиçе этап. Пурĕ 5 этап».
Вĕсем пурте пултаруллă та хастар, тăрăшуллă та ăста. Конкурса ахальтен йĕркелемен. Патшалӑх ертӳлĕхĕн, социаллӑ пурнăçпа, экономика, общество, политика тытăмне çĕнĕлле ĕçлекенсене явӑҫтарас тесе пуçарнă ăна. Унăн пĕлтерĕшĕ хутшăнакансемшĕн çеç мар, влаç тытăмĕнче тăрăшакансемшĕн те пысăк.
ВЯЧЕСЛАВ БОРИСОВ: «Çак çамрăксен конкурсĕ питĕ вăйлă, питĕ лайăх конкурс темелле. Мĕншĕн тесен пирĕн çамрăк ачасем, çамрăк хĕрсем хăйсен пултарулăхне, хăйсен ĕмĕтне, хăйсен мĕн пĕлнине пултаракан конкурс. Пирĕн ĕçре, пирĕн ирттернĕ конкурссенче çамрăксем малалла тăрăшакан çынсене тупса вĕсене ĕçе явăçтарасси. Çак тĕллев çак конкурсра».
«Ку тупăшăва хутшăнни вăй-хала тĕрĕслеме, малалла аталанма май парать», – çапла палăртаççĕ конкурсçăсем.
СВЕТЛАНА ЧЕРНОВА: «Регионта иртекен çак проект çамрăк çынсене питĕ кирлĕ мерпоприяти. Кунта эпĕ хамăн опытпа паллаштарма пултаратăп. Çынсен ĕçне куратăп. Хамăн пĕлĕве тĕрĕслемелли меслет тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен паянхи куна килсен çамрăксен политики питĕ анлăн аталанса пырать. Ăна валли кадрсем кирли куçкĕретех».
ЛЕОНИД ХАРИТОНОВ: «Эпĕ шкулта ĕçлетĕп, учитель истории и обществознания пулса ĕçленĕ май кашни кун çĕнĕ пĕлÿпе паллашма тивет, çавăнпа мана ку конкурссем килĕшеççĕ. Вăл конкурссенчен эпĕ хăрамастăп. Вĕсем татах малалла кайма вăй парса тăраççĕ».
Умра тата тепĕр тупăшу. Мала тухнă 5 çамрăка вара яланхиллех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнче йĕркеленсе пыракан кадрсен резервне кĕртеççĕ.
1 view
433
111
1 year ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
1 year ago 00:01:50 1
Шахмат кубокне çӳллĕ шайра ирттерме хатĕрленеççĕ
2 years ago 00:02:58 1
Малта пыракан çамрăксене палăртаççĕ
3 years ago 00:02:47 1
Малта пыракан хуçалăхпа паллашрĕç
3 years ago 00:01:05 1
Спорт объекчĕсене хута ярасшăн
4 years ago 00:04:15 1
Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Ҫӗнӗ Шупашкарти алӑк тӑвакан предприятисенче пулса курчӗ