Чăваш Енри муниципаллă округсем малашне шывпа тивĕçтерекен пурлăха республика харпăрлăхне куçармалла. Ку тата ытти ыйтăва уçăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем çула тухрĕç.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ çумĕнче муниципаллă округсен депутачĕсенчен йĕркеленнĕ канашĕн пĕрлехи комиссийĕ шыв ыйтăвне уçăмлатма тăрăшрĕ. Икĕ çул каялла Чăваш Республикин Правительстви тăрăшнипе шывпа тивĕçтерес ыйтăва тимлеме пуçларĕç. Ку ахальтен мар. Унччен маларах хыснаран çак объектсене тытса тăма питĕ нумай укçа тăкнă иккен. Унсăр пуçне шыв пурлăхĕн хуçалăхĕпе ĕçлеме ăста кадрсем çитменни палăрмалла сисĕннĕ. Акă, тĕслĕхрен, Шăхасанта шыва тасатмалли сорруженисене санитари йĕркисене пăсса пурнăçланă. Вăрнарта каяшсене тăкмалли шăтăка пăхса хăварман. Кире поселокĕнче те ку ĕçе йĕркене пăсса ирттернĕ. Çавăнпа та комисси пайташĕсем муниципалитетсем хăйсем тĕллĕн ку ыйтăва татса параймаççĕ те йышăну тунă. Чăваш Республикин парламентарийĕсем «Водоканал» предприятинче ĕçлекен компетенцисен центрне çитсе курчĕç. Кунти паха опытпа усă курса пĕрлехи тытăм йĕркелесе муниципалитетсенчи шыв сооруженийĕсене йĕркене кĕртсе туллин ĕçлеттерсе ярасси пирки каларĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председаталĕ Леонид Черкесов.