Пушар хуралçин тумне тăхăнмалла, «хĕрлĕ автана» сӳнтермелле, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмалла. Ачасен канăвĕ телейлĕ çеç мар, инкек-синкексĕр те ирттĕр тесе республикăри тĕрлĕ тытăмри ĕçченсем тимлеççĕ. «Хум» ача-пăча лагерĕнче «Пушар хăрушсăрлăхĕ» ятпа универсиада иртрĕ. Вăйă мелĕпе пурнăçа сыхлама тата инкеке лекекенсене çăлма вĕрентекенсен ăмăртăвĕнче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те пулчĕ.
«Хум» ача-пăча лагерĕнче 2-мĕш смена çак кунсенче çеç пуçланнă-ха. Вăхăт савăнăçлă та, пĕр инкексĕр ирттĕр тесе канакансене чи кирлине тата пĕлтерĕшлине вĕрентсе ăнлантараççĕ. Раççейри ирĕклĕ пушар хуралĕн пĕрлĕхĕн Чăваш Енри уйрăмĕн, Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен службăн тата Раççейри синкерлĕ лару-тăру министерствин республикăри тĕп управлениĕн ĕçченĕсем отрядсем валли ăмăрту йĕркеленĕ.
ЮРИЙ ПЕТЬКОВ: «Çамрăк ачасене хăйсене шыв çинче, вут-кăвар, пушарсем пулсан хăйсене мĕнлерех тытмаллине занятисенче ирттертпĕр. Интересленсе пырса ыйтаççĕ, ыйтса пĕлсе вĕсем, чăнах та, кăсăкланаççĕ. Эпĕ шутланă тăрăх, вĕсем çăлавçă пуласшăн пек туйăнать пире çак мероприятисене ирттерсе пырсан».
Пушар хăрушсăрлăхĕн паллисене ăнланмалла, ушкăнпа кăшкăрмалли рифмăлла йĕркесем шухăшласа тупмалла, вут сӳнтермелли хатĕрпе ĕçлеме пĕлмелле тата ытти те. Тӳресем отрядсем туслă, пĕр-пĕрне пулăшса хăнăхтарусене парăнтарма пултарнине вăрăм йĕлтĕрсемпе иртекен тапхăрта тĕрĕслерĕç. 8 станцие ачасем кĕске вăхăтрах парăнтарчĕç. Вожатăйсен хавхалантарăвĕ вĕсене вăй парса тăчĕ.
ИРИНА ВОРОНОВА: «Эпир ачасемпе паян тĕрлĕ станцире хутшăнтăмăр. Вĕсем хăйсене лайăх енчен кăтартрĕç, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшрĕç, эпир вĕсемпе çĕнĕ пĕлӳсем илтĕмĕр. Лагерьте эпир çирĕп йĕркесене пăхăнса ĕçлетпĕр, ачасене куç умĕнче тытма тăрăшатпăр».
«Пушар хăрушсăрлăхĕ» универсиадăра 5-мĕш отряд мала тухрĕ. Анчах та, ăмăртура çĕнтерни мар, пурнăçра кирлĕ паха пĕлĕве ăша хывни пĕлтерĕшлĕрех пулчĕ.
1 view
333
92
1 year ago 00:02:13 3
Хĕрлĕ автан ташланă
1 year ago 00:02:50 1
Çĕнĕ шкул хăпартаççĕ
1 year ago 00:02:08 1
Çулăм ан алхастăр
1 year ago 00:02:20 1
Вăрман хăрушсăрлăхĕ - шанчăклă алăра
1 year ago 00:02:09 1
Шывпа вылямалла мар
1 year ago 00:02:12 4
Ачасене сыхламалла
1 year ago 00:01:50 1
Çул çинчи хăрушсăрлăх — тĕп тĕллев
1 year ago 00:02:31 1
«Пушар хăрушсăрлăхĕ» универсиада иртрĕ
1 year ago 00:02:08 1
«Хăрушсăр ачалăх» форум иртрĕ
2 years ago 00:01:35 15
Вăйăран инкек ан пултăр
2 years ago 00:03:15 26
Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче йĕлтĕр ăмăртăвĕ иртрĕ