Çĕнĕ çулăн – çĕнĕ йĕрке. Анчах та Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăçĕнче пурăнакансене ăна йышăнма йывăр. Темиçе çул вĕсем хăнăхнă маршрутпа кирлĕ çĕре çӳренĕ. Анчах юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн хăрушсăрлăх ыйтăвне мала кăларса тимĕр ут хуçисене Миттов урамĕ еннелле тӳртен сулахаялла пăрăнма чарнă.
Çакнашкал улшăнусем автомашина рулĕ умĕнче ларакансемшĕн чăн-чăн чăрмав пулса тăчĕç. Çула çĕнетиччен епле çӳренĕ – çав йĕркене каялла тавăрас тесе регион ĕçне тимлекен центра çăхав тăратакансем йышланнă.
ДМИТРИЙ ОСИПОВ: «Çул çӳрев ĕçне йĕркелесси социаллă сетьсенче тата патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен порталра республикăра пурăнакансемшĕн хастарлăн çĕкленекен тема. Иртнĕ эрнере кăна регион ĕçне тимлекен центра 40 яхăн çăхав йышăннă. Пурăнакансем çул-йĕрсене пахалăхсăр палăртнине, светофорсем ĕçлеменнине, машинсене газонсем çинче лартса хăварнине пĕлтереççĕ тата çул çинче хушма паллăсем лартма ыйтрĕç. Темиçе кун хушшинче çеç Шупашкар хулин Гражданский урамĕнчи çул-йĕрсене тӳрлетесси тата тĕрĕс палăртасси пирки 10 çăхав çитрĕ. Çавна пула кунта пурăнакансем хăйсен килĕсем умне йывăрлăхсемпе çитни пирки пĕлтереççĕ».
Пуçлăхсем халăх ыйтăвне тимленĕ май çак йĕркене проектпа килĕшӳллĕн йышăннине пĕлтернĕ. Шупашкарти Анатолий Миттов урамĕ еннелле пăрăнтаракан çаврăну меллĕ, анчах та хăрушсăрлăх пĕрремĕш вырăнта пулмаллине асăрхаттарчĕç. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ темелле. Çул çинчи хăрушсăрлăх автомашина рулĕ умĕнче лараканран та, çуран çÿрекенрен те килет, çавăнпа та правилăсене пурин те пĕр тан пăхăнмалла. Çул-йĕр çинче йĕркене пăхăнни инкекрен упранине асрах тытмалла.
1 view
312
73
4 years ago 00:00:40 2
Çул çинчи йĕркелĕхшĕн
12 years ago 01:54:24 25
ХĔЛХЕМ-10 çул сцена çинче!
6 years ago 00:03:42 1
Çул çинче тимлĕ пулмалла
5 years ago 00:01:50 1
Çул çинчи йĕркесене пăхăнмалла
8 years ago 00:00:49 3
Çул çинчи çитменлĕхе ятарлă датчик тĕрĕслет
6 years ago 00:03:13 23
«Чăваш Улăпĕ çинчен — кĕскен»
2 years ago 00:42:33 1
Катя Петрова (20 çул сцена çинче) 4 пайĕ
2 years ago 00:01:50 1
Çул çинчи хăрушсăрлăх — тĕп тĕллев
5 years ago 00:02:41 2
Девушка на луне/Уйăх çинчи хĕр
8 years ago 00:01:21 1
Кустăрма çинчи музей
10 years ago 00:29:06 29
Чăваш Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацине йышăнăранпа 25 çул çитсе пынине халаласа.
8 years ago 00:01:25 1
Çул çинчи йĕркене сăнама çĕнĕ машинсем пулăшĕç
4 years ago 00:03:06 25
Библиотекăра 38 çул ĕçленĕ
10 years ago 00:29:13 9
Чăваш Патшалăх суверенитечĕ çинчен калакан Декларацине 25 çул тултарнине халаласа.
2 years ago 00:02:25 1
Çĕр çинчи пур ачан та кулмалла
8 years ago 00:01:51 4
Çул çинче тимлĕрех пулма вĕренеççĕ
7 years ago 00:02:20 1
Шупашкар районĕнче çул çинче пысăк инкек пулнă
3 years ago 00:02:14 1
П. Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитрĕ
5 years ago 00:02:16 1
Такăр çул пулатех
2 years ago 00:56:37 2
8.Чунçÿрев-2011. Улăп тăпри çинче юпа лартрăмăр (Ç. Кавказ)
2 years ago 00:16:26 9
Арçук Тарасов Юрий Айдаш çинчен каласа парать...
11 years ago 00:08:43 32
Декларацие йышăннăранпа 20 çул (4-мĕш пай). Николай Лукианов калани. 2010ç.