Вĕри шыв хăвăрт сивĕнни, урама кăлăхах ăшăтса тăнă тĕслĕхсем урăх сиксе тухмасса шанаççĕ куславккасем. Çак кунсенче пирĕн пултарулăх ушкăнĕ çак тăрăха çитсе коммуналлă тытăмри ĕç-хĕлпе паллашрĕ.
Пăрăхран тумлапа сăрхăнса юхакан усал шăршлă шыв куславккасене нумай çул тарăхтарнă. Коммуналă хуçалăх ĕçченĕсем шыв пăрăхĕсене çĕр айĕнче 50 çул выртаканнисене чавса кăларсан тин чăн сăлтавне пĕлнĕ. Лĕкĕ ларнă иккен. Вырăн-вырăн шăтăк пулнипе тутăхнă йĕрсем те пур. Тăкăлнă каяшсене пула вĕри шыв хăвăрт сивĕннĕ. Инвестици программипе килĕшӳллĕн Куславккара 9 çухрăм ытла шыв пăрăхĕсене çĕнетесшĕн. Икĕ котельнăйран тăсаççĕ вĕсене. «Чăваш газĕ» пĕрлешĕвĕн директорĕ Эдуард Никифоров пĕрне Калинин, теприне Лобачевский урамĕнчен тесе палăртать. Çĕнĕ йышши материалтан хатĕрленĕ шыв пăрăхĕсем сахалтан та 40 çула çитмелле. Улшăнусем пурăнмалли çуртсене, ача сачĕсене, физкультурăпа сывлăх комплексĕсене, шкулсене пырса тивĕç. Чăваш Республикин конкурентлă политики тата тарифсен патшалăх службин ертӳçи Надежда Колебанова ăшăпа тивĕçтерес тытăм – коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсенчен чи йывăрри пулнине палăртрĕ. Инвестици программипе пурнăçланакан ĕçсене тарифа кĕртнине пĕлтерчĕ. Муниципалитетсенче пулса пыракан улшăнусене малашне те тĕрĕслесе пыма шантарчĕ вăл.
1 view
472
95
9 months ago 00:30:32 1
Yves Couvreur, anatomopathologiste, a porté plainte contre l’ordre des médecins
1 year ago 00:01:38 1
Сывлăха тĕрĕслеме, пукане ăсталама пулать
1 year ago 00:04:35 3
Тутлă та илемлĕ çырла пухаççĕ
1 year ago 00:01:21 1
Чăваш Енри вĕрентекенсене - 200 пин тенкĕ
1 year ago 00:01:27 1
Паттăрсене хатĕрлеççĕ
1 year ago 00:02:51 2
Хамăр тăрăхра тирпейлемелле
1 year ago 00:01:32 2
Чăваш Енри хуласем илемленеççĕ
1 year ago 00:03:06 1
Регионти çулсем çирӗп тимлӗхре
1 year ago 00:01:04 1
Çуртсем «хитреленеççĕ»
1 year ago 00:01:25 1
Сĕнтĕрвăррипе Канаш хулисене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ
1 year ago 00:02:58 2
Пӗрлехи информаци кунӗ республикипех иртрĕ
1 year ago 00:02:34 1
Çутăпа тивĕçтерĕç
1 year ago 00:01:26 1
Пултăран алхасать
1 year ago 00:02:27 1
«Симĕс ылтăн» лаптăкне 10 хут ӳстерĕç
1 year ago 00:03:20 2
Вырăна çитсе курчĕ
1 year ago 00:01:41 2
Тăрăх аталанать
1 year ago 00:04:06 1
Çĕнĕ шкул хăпартлантарать
1 year ago 00:01:23 2
Çулсене йĕркене кĕртĕç
1 year ago 00:02:04 1
Таксистсен ĕçне тимлеççĕ, юрист пулăшăвне анлăлатаççĕ
2 years ago 00:02:19 1
Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕç
2 years ago 00:02:31 3
Лашапа чупакансем Кубокшăн ăмăртĕç
2 years ago 00:02:32 1
Прокуратура ĕçченĕсем патшалăх пулăшăвне илме пулăшнă