Прокуратура ĕçченĕсем патшалăх пулăшăвне илме пулăшнă
2022-мĕш çултан ачаллă çемьесене тĕрев укçине çĕнĕ майпа шутлама пуçланă. Патшалăх пулăшăвĕ илес текенсенне çĕр пайне, автомобиль, пурăнмалли çурт-йĕр пайне тата ытти пурлăха тишкереççĕ. Çапах та ăнсăртран сиксе тухнă пăтăрмахлă лару-тăрăва лекнипе хурлăх куракансем те пур. Тĕслĕхрен, Куславккара пурăнакан Елена Егорова, 7 ача амăшĕ, прокуратура пулăшнипе çеç хăйĕн прависене хӳтĕлеме пултарнă.
Çемье ăшши пурне те çитет. Куславккара пурăнакан Андрейпа Елена Егоровсен çемйи малтанах пысăк йышпа пурăнма ĕмĕтленнĕ. Паянхи куна вĕсен 7 ача. Кĕçĕнни 4 уйăхра. Вĕсем юратупа килĕшӳре çитĕнеççĕ. Музыка пĕлĕвĕ илеççĕ, спортпа туслă, тавра курăма пур енлĕн аталантарма тăрăшаççĕ. Патшалăх пулăшăвĕ илнĕ чухне Куславкка районĕн прокуратуринчен пулăшу ыйтма тивнĕ. Елена Егорова пĕр уйăх 4 ачишĕн тĕрев укçине илеймен.
ЕЛЕНА ЕГОРОВА: «8 çултан пуçласа 17 çул таран 4 ачана пособи пама пăрахрĕç. Мĕншĕн тесен ман упăшкин ялта пӳрт пур, пӳрт айĕнчи çĕр пирки нумайрах шутланать. Вĕсем мана çавăн пирки отказ панă. Прокуратурăна кайса килме шухăш пулнă. Вĕсем мана пулăшатпăр тесе каларĕç».
Елена Егорован хăйĕн суда та каймалла пулман. Прокуратура ĕçченĕсем ăна йăлтах мĕн пур документа хăйсем хатĕрленĕ. Йышăнупа паллаштарнă.
ДМИТРИЙ КУЗЬМИН: «Пĕлтĕр ку хĕрарăмăн 1 уйăх хушшинче 4 ачашăн 34 000 тенкĕ пособи тӳлемен. Ун упăшкин ялта çĕр участокĕ пулнă. Суд район прокуратурипе килĕшнĕ. Ку нумай ачаллă хĕрарăма ача пособине тӳлемелле тесе йышăннă».
Нумай ачаллă амăшĕ камсен саккун тĕлĕшĕнчен ыйту пур, çавсене прокуратурăна кайса пулăшу ыйтма сĕнет. Кăçалхи кăрлач уйăхĕнчен ачасем валли çĕнĕ тĕрев пурнăçланать. Ăна пĕрлехи пособи теççĕ. Тин çуралнă пепкеллисенчен пуçласа 17 çул таранччен тивĕçме пултараççĕ. Раççей Федерацийĕн социаллă фончĕ тӳлет. Çемье тупăшне, пурлăхне кура пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен 50, 75, 100 процентне илме пулать.
1 view
416
112
1 year ago 00:01:22 1
Шăнкăрав янăрать-ши?
1 year ago 00:03:10 1
Çĕр лаптăкĕ пур, инфраструктура çук. Мĕн тумалла?
1 year ago 00:02:32 1
Прокуратура ĕçченĕсем патшалăх пулăшăвне илме пулăшнă
1 year ago 00:03:45 1
Элĕксем автоклублă пулчĕç
2 years ago 00:03:34 5
Ватăсен кил-ҫурчĕсене тирпейлеççĕ
3 years ago 00:01:32 1
Пая кĕрсе улталаннă
3 years ago 00:02:24 1
Хăрушсăрлăх йĕрки – малти вырăнта
3 years ago 00:02:22 1
Ача сачĕсем хăçан уçăлаççĕ?
3 years ago 00:01:42 1
Коррупци çулне пӳлер
3 years ago 00:01:31 1
Апат-çимĕç паха пулмалла
3 years ago 00:02:24 8
Кану вăхăчĕ хăрушсăр иртмелле
4 years ago 00:02:36 1
Шкулти апат тивĕçтерет-и?
4 years ago 00:01:32 1
Подрядчиксем ĕçе вăхăтра пĕтермен
6 years ago 00:00:47 1
Прокуратура ĕçченĕсем шкулсенче пулĕç.
7 years ago 00:01:41 1
Иртнĕ çул мĕн тунине пĕтĕмлетмелле, çитес çула планламалла
7 years ago 00:04:18 1
Надзор органĕсем халăхран пуçтаракан сĕт пахалăхне тĕрĕслеççĕ