Шкулти апатлану пахалăхĕ çитĕнекен организмшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Выçă хырăмпа вĕренес те, аталанас та килмест. Вĕрентӳ учрежденийĕсенче ачасене кун каçа мĕн çитернине куншăн явпаплисем тĕрĕслесех тăраççĕ. Хальхинче прокуратура, роспотребнадзор, республикăри вĕрентӳ министерствин ĕçченĕсем Етĕрнепе Муркаш районĕсене тата Шупашкарти пĕр шкулта пулса курчĕç.