Чăваш Енри хуласене хăтлăх тата тирпей-илем кӳрес тĕлĕшпе нумай тăрăшаççĕ. Çакна тума тĕрлĕ проектсемпе пуçарусем те пулăшаççĕ. Çитес çулсенче Республикăри икĕ хула сăн-сăпачĕ çĕнелĕ. Сĕнтĕрвăррипе Канаш çĕршыв шайĕнче иртнĕ конкурсра çĕнтернĕ. Асăннă конкурса Раççей Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе 2018-мĕш çултанпа ирттереççĕ. Унта регионсенчи 200 000 таран çын пурăнакан хуласем хутшăнма пултараççĕ. Çак конкурсра Сĕнтĕрвăрринчи «Патша тăвĕ» проект 72 миллион тенкĕ ытла çĕнсе илме пултарнă. Ку вырăн хулана туризм урлă аталантарма май парĕ. Уçăлса çӳремелли маршрут, мăшăрланакансем валли илемлĕ вырăн тăвĕç. Канаш хули «Икĕ вокзал хушшинчи вырăна хăтлăх кĕртни» проектпа палăрнă. 92 миллион ытла тенкĕне тивĕçнĕ. «Конкурс хуласем валли çĕнĕлехсем уçса парать, вĕсене илĕртӳллĕрех тума укçа-тенкĕпе тивĕçтерет. Сĕнтĕрвăррипе Канаш хулисем çак пуçарăва хутшăнни «Аслă Атăл çулĕ» туризм маршрутне аталантарма пулăшĕ», – тесе палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Çак конкурсра 2018-мĕш çултан пуçласа Чăваш Енри 11 проект çĕнтĕрӳçĕсен шутне кĕрсе тĕрев укçине тивĕçнĕ.
1 view
284
73
1 year ago 00:03:06 1
Регионти çулсем çирӗп тимлӗхре
1 year ago 00:01:25 1
Сĕнтĕрвăррипе Канаш хулисене çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ
1 year ago 00:03:20 1
Кĕçех вырма пуçланмалла
2 years ago 00:02:10 7
Пограничниксен çамрăк тусĕсем - слётра
3 years ago 00:01:13 1
Çынсем юр тасатманнипе кăмăлсăр
3 years ago 00:02:37 3
Ĕçсем пыраççĕ
3 years ago 00:01:23 1
Çурт тăррине юсĕç
4 years ago 00:02:57 3
Пултăран сиен кÿрет
7 years ago 00:05:30 1
Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар районĕнче иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç
7 years ago 00:03:31 1
Сĕнтĕрвăррипе Шупашкар тăрăхĕсенче ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç