Çĕршыва хӳтĕлесси – кашни çыннăн тивĕçĕ. Конституцире çырнă йĕркесене çитĕнекен ăру пăхмасăр пĕлет çеç мар, унта каланине хăйĕн тĕслĕхĕпе пурнăçлама та хăнăхать. Çакна ачасем Канаш тăрăхĕнчи Ухман шкулĕнче иртнĕ «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» слётра та çирĕплетрĕç.
«Офицеры» юрă ĕнерхи симĕс пакунлă салатаксене çеç мар, пулас чикĕ хуралçисене те тарăн шухăша ярать. Хĕрсемпе каччăсем хальлĕхе шкул сукмакне çеç такăрлатаççĕ-ха, апла пулсан та, ĕмĕчĕ-тĕллевĕпе вĕсем – çар тытăмĕнче.
АННА АРТЕМЬЕВА: «Эпĕ Калашников автоматне питĕ лайăх салатма, пуçтарма пĕлетĕп. Çак кубока ытла йывăрах пулмарĕ илме, анчах пăртак тăрăшмалла пулчĕ».
Çакнашкал кубок, медале çĕнсе илес тесен пограничниксен çамрăк тусĕсен темиçе хăнăхтарăва ăнăçлă парăнтармалла пулнă. Тӳресем стройпа илемлĕ утма пĕлнине, пĕрремĕш пулăшу кӳме пултарнине, автомат салатса пуçтарнине, пултарулăх енчен ăста пулнине те шута илнĕ. Пур енпе те пысăк паллă пухса Янкăлч шкулĕн ачисем çĕнтернĕ.
ДАРЬЯ СЕРГЕЕВА: «Класс ертӳçи пулăшасси, мĕншĕн тесен унран пĕтĕмпех килет, мĕнле вăл – çавăн пек эпир. Эпĕ пĕчĕк пулнă чухне, урамра çынсене çапла илемлĕ формăпа курнăччĕ. Эпĕ аннене, аттене калатăмччĕ ĕнтĕ: «Атте, анне, ман та çавăн пекех пулас килет», – тесе».
Ĕмĕчĕ патне çывхарма Дашăна та, унпа пĕр шухăшлисене те «Пограничниксен юлташлăхĕ» пĕрлĕх пулăшса пырать.
АНАТОЛИЙ ШОРНИКОВ: «Çар служби çинчен çамрăк ăрăва каласа паратпăр, вĕсене патриотла воспитани парас енĕпе нумай ĕç туса ирттертпĕр. Пирĕн пуласлăх яланах ĕнтĕ вăйлă пултăр, ăслă пултăр тата малашне те вĕсем йĕркеллĕ çынсем пулса хамăр çĕре сыхлакан ăру пулса тăтăр тетпĕр».
Каччăсемпе пĕр танах пикесем те чикĕ хуралçисем пулас тĕллевлĕ. Çакнашкал слётсем вара вĕсен ăсталăхне туптама тата шанчăклă туссем тупма пулăшаççĕ.
7 views
678
265
7 months ago 00:03:34 1
Консенсус в Армении по вопросу заявки на членство в Европейском Союзе. заявление
2 years ago 00:02:10 7
Пограничниксен çамрăк тусĕсем - слётра
10 years ago 00:01:42 14
38-мĕш шкулта - «Пограничниксен çамрăк тусĕсен» отрячĕ