«Халăх тум-тирĕ тата паянлăх» курав ĕçлет

Сурпан, масмак, ама, тевет, шÿлкеме, алка, енчĕк, саппун — чăваш çи-пуçĕ пуян та илемлĕ. Ытти халăх кĕпипе капăрлăхĕсем те вĕсенчен юлмаççĕ паллах. Çакна Чăваш Ен туслăх çуртĕнче иртнĕ «Халăх тумтирĕ тата паянлăх» конкурс-курав çирĕплетрĕ.
Back to Top