Этем шăпи мĕнрен тата камран килет-ши? Чăваш патшалăх драма театрĕ утă уйăхĕн 12-мĕшĕнче куракансене çĕнĕлĕхпе тĕлĕнтерчĕ. Республика Пуçлăхĕн Гранчĕпе Василий Иванов çамрăк режиссер «Çын пурнăçĕ» ятлă мистикăллă драма халăх умне кăларчĕ. Ăна Леонид Андреевăн пьеси тăрăх хатĕрленĕ.
Этем пурнăçĕ те çак çулăм пекех. Кирек мĕнле вăхăтра та сӳнме пултарать. Пурнăçри йывăрлăхсем çынна çапса хуçма та, чуна çирĕплетме те пултараççĕ.
ВАСИЛИЙ ИВАНОВ: «Çын пурнăçĕ тăршшĕпех тĕрлĕ вăйсем ун йĕри-тавра çӳреççĕ. Анчах çын курмасть, курмасть пулин те куçĕпе туять вăл тепĕр чухне хирĕç те кайма тăрать. Тепĕр чухне вăрçать те. Тепĕр чухне тав сăмахĕ те калама пултарать».
Çак тĕрлĕ вăйсене спектакльте карчăксем калăплаççĕ. Вĕсем çынăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ пулăмсем чухне килеççĕ. Сăмахран, хĕрарăм ача çуратнă чухне.
ЕЛИЗАВЕТА ХРИСАНФОВА: «Эпир пилĕксĕмĕр те тавлашатпăр. Пĕри вилет тет, тепри çуратать тет – тавлашатпăр. Хамăр та пĕлместпĕр мĕскер пулса тухать, анчах тавлашатпăр».
ЛИЛИЯ ПЕТРОВА: «Йывăр çын шăпине татса пама. Унта вăл çуралать те кайран вилет. Хăш вăхăтра ун çуралмалла? Хăш вăхатра вилмелле? Вĕсем хăйсем те пĕлмеççĕ. Пурнăç хăй çавăн патне илсе çитерет».
АЛЕКСАНДРА ЗАЙЦЕВА: «Çын пĕлсе тăрсах ачана çуратать. Вăл вилессине пĕлсе тăрсах. Пурте вилме çурататпăр. Пьеси те çавăн çинчен». «Çын пурнăçĕ» спектакль – мистикăллă драма. Тĕп сăнарсене Евгений Урдюковпа Светлана Лукиянова калăплаççĕ.Вĕсен ячĕсем те çук – çын тата арăм.
ЕВГЕНИЙ УРДЮКОВ: «Кунта Леонид Андреев, ман шухăшпа, пĕр çынна кăна мар, тĕнчери пĕтĕм çынсене çырса кăтартнă. Ман сăнар пĕтĕм çынсене вылять. Çавăнпа ятне паман тесе шутлатăп. Вырăсла каласан, философоси питĕ нумай, пысăк çакăнта Этем». Çĕнĕ спектаклье курма йышлăн килнĕ. Залра пĕр пуш вырăн та çук. Çапла жанрсемлĕ спектальсемшĕн куракан тунсăхланă, ахăртнех. Залри кашни çынах Этемре хăйне шырарĕ тейĕн.
ЛЮБОВЬ КУЗЬМИНА: «Çын пурнăçне, чăннипех, тĕрĕсех кăтартаççĕ. Çамрăк чухне çынсем укçасăр, выçăлла пурăнни те пулнă. Эпир те студентсем чухне выçăллă-тутăллă пурăннă. Пуянланнă, укçа-тенкĕллĕ пулнă çемĕн, пысăк капмар çурта тунă хыççăн ыттисене ытла палласшăн та мар».
ВАЛЕНТИНА ЛЕОНТЬЕВА: «Эпир Çĕрпӳ районĕнчен Тавăшкасси ялĕнчен. Килĕшрĕ спектакль, мĕншĕн тесен хĕрарăм пурнăçĕ çинчен. Мĕнле ача çуратать, мĕнле йывăрлăхсем унта, мĕнле пурăнаççĕ. Кӳршĕсемпе мĕнле пурăнни, туслă пурăнни. Чи кирли – кӳршĕсем пулăшчĕр пĕр-пĕрне».
Леонид Андреев пьесăна XX-мĕш ĕмĕр пуçламăшĕнчех çырнă. Выляса илнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Гранчĕпе ытларах тум-тир ĕçленĕ, кирлĕ хатĕр-хĕтĕр туяннă.
ЛАРИСА ТУМАШКОВА: «Спектакль питĕ ăнăçлă. Тавтапуç режиссерсене, художниксене. Костюмсене питĕ вăйла тунă».
Спектакль пынă вăхăтра куракансем пилĕк хут, вĕçĕнче вара тăрсах чылайчен алă çупрĕç. Ку эрнере Чăваш драма театрĕнче сезон хупăнать. Эппин, «Çын пурнăçĕ» спектакле çĕнĕ сезонта çеç курма пулĕ.