«Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать
Халӑхпа влаҫ – тачӑ ҫыхӑнура. Ку хутшăну хамăр пурăнакан вырăна илем кӳме те пулăшать. Сăмахран, çул-йĕр ыйтăвне уçăмлатнă чухне. Çулла кулленех урамра çуртсен картишĕсенче тротуарсене хăтлăлатнине, асфальт сарнине курма пулать.
МАРИЯ ШАГАРОВА: «Влаçра тăрăшакансем нумай хутлă тата хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен кил-картиш территорийĕсене хăтлăх кĕртес тесе чылай тăрăшаççĕ. Илем-тирпей программисем туллин пурнăçланаççĕ. Шурă Шупашкарти Мускав районĕнче çакнашкал харăсах темиçе территоринче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ĕçсем мĕнле шайра пынине вырăна çитсе тĕрĕслерĕмĕр». «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать.
АНДРЕЙ ШЕСТАКОВ: «2023-мĕш çулта Шупашкар хулинче пурĕ тирпей илем программипе 92 нумай хваттерлĕ çуртăн территорине 31 проектпа килĕшӳллĕн тĕпрен юсав ĕçĕсемпе тирпейлетпĕр. Мускав районĕнче 83 миллионлăх 2 контракт паянхи кун пурнăçланса вĕсçленсе пырать». Тротуарсене тĕпрен юсас, картише, иртсе çӳремелли çула йĕркене кĕртмелли вырăнсен калăпăшĕ пурĕ 84 000 тăваткал метр тăршшĕ юсанать. Шăтăк-путăклă кил умĕсене маларах ятарлă комисси пăхса сӳтсе явать, хыççăн программăна кĕртеççĕ. Унта япăх тăрăмлă картишсем анчах кĕме пултараççĕ.
СТЕПАН ЕВДОКИМОВ: “Кăçал çулсемпе тротуарсене тĕпрен юсас ĕçсене хатĕрлес тесе Шупашкар хулин Мускав администрацийĕн çурт-йĕр хуçалăх тата хăтлăх пайĕнче ĕçлекен сотрудниксем пурĕ 18 проект хатĕрленĕ. Тĕп юсав ĕçĕсене ООО «Радуга» ирттернĕ. Юсав ĕçĕсене тирпейлĕ ирттернĕ. Контракт срокĕсенчен маларах туса пĕтерме тăрăшнă вĕсем”. Раҫҫей Президенчӗ пуҫарнӑ «Пурӑнмалли çурт-йӗр тата хула хутлӑхĕ» наци проект шайĕнчи «Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» ĕçĕн малашлăхĕ пин-пин çынна хăтлă та илемлĕ кил картипе малашне те савăнтарĕ.
1 view
239
58
7 months ago 00:12:57 1
Чӑваш чӗлхи. 3-мӗш вӗренев. Шупашкар. Чувашский язык. 3-ий урок. Чебоксары.
1 year ago 00:02:19 1
«Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать