Чăваш Республикинче тăваттăмĕш çул социаллă контракт проект пурнăçланать. Çак тапхăрта патшалăх пулăшнипе икĕ пин çурă çын хăйсен ĕçне пуçарнă. Вĕсен йышĕнче Алексей Стихарюк ăстаçă та. Вăл йывăçран сĕтел-пукан, çӳлĕк, шкаф тата ыттине те хатĕрлет. Юратнă ĕçрен пуçарнă услам халĕ çемьене тупăш кӳрет.
Алексей Стихарюк ачаранпах йывăçран тĕрлĕ хатĕр касса кăларма юратнă. Шкулта чухнех вăл тетте хатĕрленĕ. Авлансан çемье çавăрсан хĕрне çуралнă кунĕнче вăл пысăк хунар парнеленĕ. Ăна, паллах, хăйĕн аллипе ăсталанă. Малтанах хатĕрсене тĕп ĕç хыççăн каснă. Саккассем нумайланнипе Алексей унтан кайма шутлать. Халĕ унăн хăй