Республика кунне паллă тума Чăваш Ен туллин хатĕрленет. Тĕп ĕç-пуç çĕртме уйăхĕн 21-24-мĕшĕсенче иртет. Куславкка тăрăхĕнчи «Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене» астăвăм комплексĕнче çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче 18:00 сехетре «Асăну çурти» акци йĕркелеççĕ. Чăваш патшалăх филармони артисĕсем Мемориалта пĕчĕк концерт кăтартĕç. Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 21-25-мĕшĕсенче «Культурăсен калаçăвĕ» Раççейри çамрăксен нацисен хушшинчи лагерь иртмелле. Унта çĕршыври 21 регионти яшсемпе хĕрсем хутшăнĕç. Тĕрлĕ вĕренӳ, ăсталăх лаççисем, тĕл пулусем пулĕç. Çĕртме уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче «Раççей çăл куçĕсем» халăх пултарулăхĕн 31-мĕш фестивальне йĕркелĕç. Унта Раҫҫейӗн 13 регионӗнчи 14 пултарулӑх коллективӗ, пурӗ 200 ытла çын хутшӑнӗ. Фестивале Владимир, Иваново, Мускав, Чулхула, Омск, Свердлов, Тверь, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Краснодар тăрăхĕнчи, Пушкӑрт республикинчи, Марий Элти, Тутарстанри артистсем килсе ҫитӗҫ. Чӑваш Енрен фестивале 4 коллектив хутшӑнӗ. Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче «Юмахсен каруселĕ» тата «Пурте пĕр пек пулма кирлĕ мар» фестивальсем уçăлĕç. Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче «Акатуй» уяв иртĕ, «Эпĕ – хĕрарăм» республика конкурсне пĕтĕмлетĕç, çамрăксен кунне халалланă уявсем иртмелле.
1 view
400
109
2 years ago 00:01:31 1
Савăнăçлă иртĕ
2 years ago 00:53:24 3
САВĂНĂÇПА чун савăнăçлă!
12 years ago 00:19:17 123
“Янра хуткупăс, савăнăçлă тусăм...“ 2-мĕш пайĕ.
11 years ago 00:21:51 43
“Янра хуткупăс, савăнăçлă тусăм...“ 3-мĕш пайĕ.
12 years ago 00:15:49 107
“Янра хуткупăс, савăнăçлă тусăм...“ 4-мĕш пайĕ.
1 year ago 01:07:15 12
Савăнăçлă концерт. Муркаш районĕ-85 çул!
9 years ago 01:29:50 4
Яковлева Н.М.-75 çул! Савăнăçлă лару.
2 years ago 00:15:23 1
Янра, хуткупăс, савăнăçлă тусăм - Шупашкар районĕ (3 пайĕ)
2 years ago 00:16:28 4
Янара, хуткупăс, савăнăçлă тусăм - Шупашкар районĕ (4 пайĕ 2005 ç.)
1 year ago 00:44:15 1
Янра, хуткупăс, савăнăçлă тусăм! (Çĕрпÿ районĕ)
9 years ago 00:04:20 6
Куçма Турхан-100 çул! Савăнăçлă ларуран.
8 years ago 00:02:48 1
Пурнăç савăнăçĕ
6 years ago 00:00:27 23
“Илемпи“ ушкăн хула çыннисемпе хăнасене илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕ
1 year ago 00:14:20 1
Янара, хуткупăс, савăнăçлă тусăм, Александр Васильев - Элĕк районĕ 4 (2005)
1 year ago 00:53:36 1
“Хĕрарăм,сан умăнта таятăп пуçăма!“. Савăнăçлă уяв. 1-мĕш пайĕ.
2 years ago 00:03:49 1
«Культура» наци проекчĕ ырă çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать
2 years ago 00:02:32 1
«Атăлçири чи ăнăçлă çемье»
2 years ago 00:02:41 1
Бердянск районĕнчи ачасем те савăнăçа тивĕç
3 years ago 00:03:06 7
Халăх Акатуйра савăнчĕ
2 years ago 00:03:07 1
Тухăçлă Уй кунĕ
7 years ago 00:04:18 1
Тухăçа пуçтарса кĕртнĕ хыççăн патăрьелсем кĕрекере савăнчĕç
6 years ago 00:05:23 1
Ял халăхĕ клубра савăнать
2 years ago 00:02:19 1
«Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать