Вĕсем пирки çын чунне сиплекенсем теççĕ. Халăха социаллă хӳтлĕх паракан тытăмăн ĕçченĕсем ĕçпе кăна мар, ырă сăмахпа та хавхалантараççĕ. Кунта кашниех вăй хураймасть, чунпа парăннисем кăна. Социаллă ĕçченсемшĕн ырă кăмăллăх, çынсене пулăшма хатĕр пулни тĕп вырăнта. Çак паха енсемпе уйрăлса тăраççĕ те вĕсем ытти специалистран. Професси уявне паллă тума чун ăшшине шеллеменскерсем Чăваш патшалăх университечĕн культура керменĕнче пухăнчĕç. Ӳсĕмне пăхмасăрах çĕнĕ пĕлӳ илеççĕ. Компьютер ăсталăхне аслă ăрури çынсем хаваспах алла илеççĕ. Ку вĕсене пĕр-пĕринпе хутшăнма, калаçма, паллашма май парать. ЕЛЕНА ВОЛКОВА: «Икĕ пин те çирĕмĕш çулта пирĕн Чăваш Республикинче пĕрремĕш социаллă проект уçрăмăр. Ман социаллă центр ятлă вăл. Эпир унта локаци уçрăмăр. Унта пирĕн компьютерпа ĕçлеме вĕренеççĕ. Тĕрлĕ енчен пултарулăха аталантараççĕ вĕсем. Физкультура енĕпе туслă. Ташă-юрă енĕпе те ĕçлеме, юрлама килеççĕ пирĕн пата вĕсем». Социаллă ĕçченсем килте пурăнакан ватăсем патне те çӳреççĕ. Хуçалăхра пулăшаççĕ, ырă сăмахпа чуна ăшăтаççĕ. Халăха социаллă хӳтлĕх паракан тытăм ултă пине яхăн çынна пĕрлештерет. Вĕсем ачаллă çемьесене, пĕччен юлнисене, сусăрсене тĕрев параççĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Сире паян социаллă ĕçчен кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Çак отрасльте чи чĕреллĕ, чи шанчăклă, чи чунлă çынсем ĕçлеççĕ тесе шутлатăп». – Çак уява питĕ ырă çынсем, пурнăçа юратакан çынсем пухăнни пирки, тен, залта электричесвто лампочкисĕр те эсир çутă пулнăран, ман шутпа, зал çуталса тăрать. Эсир хăвăра шеллемесĕр, хăвăр вăхăта шеллемесĕр, час-часах йывăрлăха пăхмасăр ыттисене пулăшма васкатăр. Чун ăшшине шеллеменшĕн, чăтăмлăхпа палăрнăшăн социаллă ĕçченсене тĕрлĕ наградăпа чысларĕç. Вĕсен йышĕнче Хĕрлĕ Чутай районĕнчи халăха социаллă хӳтлĕх паракан пай ертӳçи Вера Ярабаева та. Ку тытăмра вăл 20 çул ытла ĕçлет. Вера Ивановна Чăваш Республикин халăха социаллă хӳтлĕх паракан тытăмăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ята тивĕçрĕ. ВЕРА ЯРАБАЕВА: «Пирĕн тĕп тĕллев – йывăр саманта çакланнă çынсене пулăшасси. Тĕрлĕ социаллă пулăшупа тивĕçтересси, аслă ăрури çынсен пурнăçне çăмăллатасси». Çын чунне сиплекенсем кашни кунах тăрăшаççĕ. Çак ĕçшĕн професси уявĕнче вĕсене чунтан тав турĕç. Алексей Зотиков, Игорь Зверев