Вулавăш – кĕнеке упракан вырăн пулсан, театр вара çав кĕнеке çинчен пĕлтерекен ӳнер лапамĕ. Пĕр-пĕр спектакле сцена çине кăларас умĕн артистсемпе режиссерсем вун-вун литературăпа паллашаççĕ. Чаршав хыçĕнче юлакан вăрттăнлăхсемпе Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн ĕçченĕсем Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче йĕркеленĕ тĕл пулура каласа пачĕç.
Вулавăш – шăпăрт та лăпкă вырăн тенипе паян килĕшме çук. Унта час-часах тĕрлĕ кăсăклă тĕл пулу, уяв, вăйă иртет-çке. Хальхинче вулавăш ĕçченĕсем кĕнеке тусĕсем валли пысăк парне хатĕрленĕ, Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцена ăстисене, пултаруллă артистсене тĕл пулăва йыхравланă.
ВАЛЕРИЙ ЯКОВЛЕВ: «Театр искусстви çын пурнăçĕнче кирлех вăл. Ахльтен мар вăл çак вăйă илĕртет çынна, туртать хăй патне, мĕншĕн тесен театра пыракан çын вĕт-ха пăхса çеç лармас, вăл хутшăнать çавăнта артистсемпе пĕрле, театрпа пĕрле. Паллах, театр вăл чи малтанах литература, вулав, кĕнеке».
Артист пулас тесен мĕн тумалла? Сăнарсене епле майпа чĕрĕлĕх кĕртмелле? Вулакансемпе куракансенчен вун-вун ыйту янăрарĕ. Артистсемпе, Чăваш Енĕн мухтавлă çыннисемпе куçа куçăн тĕл пулни Шупашкарти 9-мĕш шкул вĕренекенĕсен асĕнче те нумайлăха юлĕ.
АНДРИЯН ВАСИЛЬЕВ: «Спектакльсенче лăпкă ларан, пĕтĕмпех килĕшет мана спектакльсенче. Пĕрремĕш хут кайнă чухне эпĕ ăнланмарăм мĕн вăл япали, иккĕмĕш хут кайрăм та ăнлантăм, мĕнле чăваш спектаклĕсем хитре, лайăх. Чи лайăх спектакльсем Чăваш Енре».
Чăваш патшалăх академи драма театрĕ – Атăлçи тăрăхĕнчи чи аслă театрсенчен пĕри. Кăçал вăл 105 çул тултарчĕ. Çак паллă пулăма Чăваш Енре çеç мар, регион тулашĕнче те анлă паллă тăваççĕ. Çитес вăхăтра артистсем гастрольсемпе Мускавра пурăнакан йăхташсене савăнтарĕç. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакле çĕршывăн тĕп хулинче курма пулĕ.
ЮРИЙ ВЛАДИМИРОВ: «Иккĕмĕш кун эпир «Шуйттан чури» спектакль кăтартапăр. Яков Ухсай произведенийĕ тăрăх лартнă спектакле кăтартатпăр. Ăна эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕн гранчĕпе лартнă. Спектакле лартаканĕ чăваш халăх артистки Н.А.Сергеева. Ку спектакле эпир хамăр тăван театр 105 çул тултарнине халалласа лартрăмăр ĕнтĕ».
Çу уйăхĕнче вара чăваш артисчĕсем Чĕмпĕр хулине çитсе килĕç. Унта пурăнакансем вĕсем «Вĕри юнлă çемçе чун» спектакль кăтартĕç.