Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче парнеллĕ пулма май пур. «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă». Çак ятпа хатĕрленĕ парне пуххине малашне тин çуралнă пур ача та тивĕçĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çырура та ачаллă çемьесене пулăшмалли, хавхалантармалли пирки каланăччĕ. Нарăс уйăхĕнче ку енпе Хушу та кăларчĕ.
Шупашкарти президент перинаталь центрĕнче шăв-шав тăрать. Тин çеç çуралнă ача нăйкăшни, телейлĕ ашшĕн кулли, савăнăçлă амăшĕн калаçăвĕ, хавхалануллă тăванĕсен саламĕ – сыватмăшра темччен илтĕнчĕ. Кунта киле кайма хатĕрленекен ачасемпе амăшĕсене саламлаççĕ.
– Эпир кăçалтанпа çакăн пек питĕ лайăх йăла пуçарса ятăмăр. Чăваш Республикинче çуралакансене кăçалтанпа 1-мĕш январьтен пуçласа хальлĕхе эпир парнесене килĕсене çитерсе парăпăр. Паянтан пуçласа кашни çуралакан ача больницăран тухнă чухне çакăн пек парнене илĕ. Эпир унччен те çулталăкне икĕ хутчен 1-мĕш июньте тата тĕрĕ кунĕнче çуралнисене пĕчĕк парнесене тиĕçтернĕччĕ. Телейлĕ ачалăх çулĕнче кашни ача валли пултăр тесе палăртса хутăмăр. Хыснаран укçа та уйăрса хунă. Малалла ялан пулакан йăла пулĕ. Парнене илекенсем пурте ку кĕтменлĕх пулнине палăртаççĕ.
– Пире питĕ кăмăллă. Эпир ку парнесене пĕрремĕш хут илетпĕр. Мĕнле парне парассине палăртма Чăваш Енре сасăлав та ирттернĕ. Унта виçĕ пин çурă çын хутшăннă.
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Çак парне шутне тĕрлĕ енлĕ ача-пăча валли, çемье валли усăллă япаласем кĕрĕç. Çак парне шутне кĕртес япаласем пирки малтан эпир çамрăк çемьесемпе, ачана кĕтекен çемьесемпе сÿтсе яврăмăр. Вĕсен сĕнĕвĕпе килĕшӳллĕн çак парне шутне кĕрекен япаласене çирĕплетрĕмĕр».
Кровать çине сармалли хатĕр, «Сывлăх чун илемĕ» çырнă ал шăлли, «Чăваш Енри халăхсен юмахĕсем» кĕнеке, Чăваш Республикин Пуçлăхĕнчен ача çуралнă ятпа саламлă çыру – «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» парне пуххине çаксем кĕреççĕ. Çĕнĕ Шупашкарти медицина центрĕнчен килне каякансем те парнене тивĕçрĕç. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн пĕрремĕш çумĕ Михаил Ноздряков Геронтьевсен, Корниловсен, Диомидовсен, Дарчиевсен, Бахтеровсен çемйисене «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» асăнмалли япаласем тыттарчĕ. Çак кун нумай сыватмăшран тухакан тин çуралнă ача ячĕпе саламсем пулчĕç.
2 views
442
234
2 months ago 01:15:26 5
Ултияр ( Олег ) Цыпленков-Чунташăн “Чăваш ачисем“ фотовернисаж уçăлни.
4 months ago 00:03:32 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ «Улӑх тӑрӑх утрӑм «Шла я по лугу»» Муз Ирины Саригель Сл Александра Савельева Сас
4 months ago 00:03:53 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ Сана саваймӑп, каçар (Не смогу тебя полюбить, прости) Муз И Саригель Сл З Сурпан
4 months ago 00:04:13 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “Не отрекусь от жизни все равно“. Сл З. Сурбан, муз И. Саригель
5 months ago 00:02:52 1
«Хавхалану» фестиваль иртрĕ
5 months ago 00:04:01 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ Эп ирттертӗм санпа чирлесе /Я переболела тобой/ Муз Ирины Саригель Сл Зинаиды Сурпан
6 months ago 00:00:44 1
Красивая Чувашская песня Александр Васильев - Парнелерӗм | Чувашские песни под гитару Кавер
6 months ago 00:01:07 1
П. Хусанкай “Эп - чăваш ачи“, Ильденеева Елена вулать
8 months ago 00:03:13 14
Мария Адюкова “Эпĕ пĕчекçĕ чăваш“
10 months ago 00:00:17 1
ДУДУ НУЖНA ХOТЯ БЫ ПЕРЕДEPЖKA ДO ПPИCTPOЙСТВА В ИДЕАЛE ИЩЕМ ДОМ!
11 months ago 00:03:09 9
«Театр — манăн ăраскал»
12 months ago 00:19:55 3
Вeликaя пepeзагрyзка или Почему христианский мир принимает нaчepтaниe
1 year ago 00:01:58 3
Чăваш Енре – Вадим Жук тата Марина Курчевская
1 year ago 00:02:23 1
Пултарулăха аталантарĕç
1 year ago 00:02:00 3
6 пине яхăн ача чăваш тĕррилĕ парнене тивĕçнĕ
1 year ago 00:04:22 1
Светлана Кузьмина - “Атăл юхать“
1 year ago 00:02:58 1
Пулас педагогсемшĕн тĕслĕх
1 year ago 01:12:36 8
СОСЕД - ПСИХОПАТ Сколько у него личностей? Попала в больницу Влог Ч.2