Чăваш Енре Вера Кузьминана халалласа йĕркеленĕ «Чĕкеç» фестиваль пырать. Вăл пĕтĕм тĕнчери наци театрĕсене пĕрлештерет. Пултарулăх ăмăртăвне хутшăнма Шупашкара Азербайджанран тата Пушкăрт, Тутарстан, Калмăк, Мари, Крым Республикисенчен артистсем килсе çитнĕ. Фестивале Элиста хулинчи наци драма театрĕ «Чудесная планета» драмăлла фантазипе уçрĕ. Калмăксем куракансене мĕнпе тĕлĕнтернĕ? Хуравне Юлия Адюкова репортёр пĕлет.
18 сехет, 1300 ытла çухрăм. Шăпах çак хисепсене парăнтарма тивнĕ Калмăк артисчĕсен Чăваш Ене çитес тесе. Шурă Шупашкарта вĕсем пĕрремĕш хут мар. Çак хулапа артистсен ăшă асаилӳсем çеç çыхăннă. Çавăнпа хальхинче те чăваш театрĕнче пулма вĕсем питĕ хавас. Басангов ячĕпе хисепленекен Калмăк ре
1 view
181
31
4 months ago 00:03:53 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ Сана саваймӑп, каçар (Не смогу тебя полюбить, прости) Муз И Саригель Сл З Сурпан