«Пĕрремĕшсен фестивалĕ». Çак ятпа ачасене хӳтĕлемелли кун пысăк уяв иртрĕ. Вăл «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» енпе паллашмалли лапам пулса тăчĕ те.
Шупашкарти «Амазони» паркра ача сасси татăлмасть. Пултаруллă та маттур ачасем кунта пухăннă. «Пĕрремĕшсен юхăмĕ» – çамрăк ен, апла пулин те вăл Чăваш Енре вăй илет. Хальлĕхе республикăра пĕрремĕш уйрăмсене 131 шута илнĕ. 4 пин çурă çамрăк çак юхăма аталантарать. Вĕсен хăйсен чĕнĕвĕ те пур. «Пĕрремĕшсен фестивалĕнче» шăпах çак юхăмри ачасен пултарулăхĕпе паллашма май пулчĕ.
НАТАЛИЯ СОЛОВЬЕВА: «Эпир ашшĕ-амашĕсемшĕн те, ачасемшĕн те çак уявшăн савăнатпăр. Пире пурне те килĕшет. Кăçалтан вара пирĕн çĕршывра «Движение первых» ятлă проект уçăлчĕ. Унта эпир хутшăнатпăр. Ачасем унта хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ».
Юрă-ташă пĕрин хыççăн тепри. Пурин номерĕ те илĕртет. Ачасем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнисĕр пуçне ыттисен опытне шута илме те пултарчĕç.
– Ку фестиваль мана питĕ-питĕ килĕшет. Ку ташăпа эпир пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр. Эпĕ тепĕр çул кунта килетĕп».
– Пире кунта питĕ килешет. Эпир кунта савăнтпăр, ташлатпăр. «Пĕрремĕшсен фестивалĕ» пур регионта та иртет. Çĕршыв тĕп хулинче, пушшех те. Мускаври лапамри пултаруллă çамрăксемпе чăваш ачисем çыхăнăва та тухрĕç. Тавра курăма аталантармалли лапамсем те хатĕрленĕ кунта. Çамрăксем медицина пулăшăвĕ пама вĕренчĕç. Маршал е старшинан мĕнле пакун пулнине тишкерчĕç. Шырав ĕçĕсемпе те паллашрĕç арçын ачасемпе хĕрачасем. «Пĕрремĕшсен фестивалĕ» хаваслă та тухăçлă иртрĕ.