Паян регионта Чăваш Республикин суйлав комиссийĕн кунне паллă тăваççĕ. Çак уява пĕлтĕр Олег Николаев Хушăвĕпе килĕшӳллĕн çирĕплетнĕччĕ. Пĕлтерĕшлĕ куна халалласа республикăра тĕрлĕ мероприяти иртрĕ. Вĕсенчен пĕри – ăслăлăхпа практика конференцийĕ. Чăваш Республикин суйлав комиссийĕн уявне утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче паллă тума ахальтен суйласа илмен. Шăпах çак кун 1995-мĕш çулта Чăваш Енĕн Тĕп суйлав комиссийĕн пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ. Уяв çамрăк пулсан та, вăл пин-пин яваплă çынна пĕрлештерет. Паянхи куна Чăваш Республикин суйлав комиссийĕсенче 9 000 ытла çын тăрăшать. Вĕсен йышĕнче вĕрентекенсем те, тухтăрсем те, спортсменсем те пур. Комисси пайташĕсем çулсеренех хăйсен тивĕçне яваплăн пурнăçлаççĕ. Çакна пысăк кăлтăксемсĕр, тĕрĕс-текел иртекен суйлавсем те çирĕплетеççĕ. Раççейри тата чикĕ леш енчи çĕршывсенчи суйлав тытăмне аталантарасси, суйлав комиссине çамрăксене явăçтарасси, сасăлав тапхăрне цифра технологийĕсене усă курса йĕркелесси. Çак тата ытти ыйтăва пухăннисем наукăпа практика конференцийĕнче сӳтсе яврĕç. ГЕННАДИЙ ФЁДОРОВ: «Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ пирĕншĕн. Пирĕн уява юнашар регионсенчен нумай хăна килчĕ. Эпир çак конференцинче питĕ интереслĕ, усăллă ыйтусене сӳтсе яватпăр». Суйлав йĕркелесе ирттерес ĕçе пысăк тӳпе хывнисем уявра хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Хăйсен ĕçĕпе вĕсем суйлав комиссийĕнче пирвайхи утăм тăвакан çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Юлия Адюкова, Бахтияр Велиев
5 views
1549
558
3 years ago 00:01:39 5
Чăваш Республикин суйлав комиссийĕн кунĕ
3 years ago 00:03:15 39
Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕ иртрĕ
1 year ago 00:00:25 1
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çыру патне Анна Никитинан комментарийĕ
4 years ago 00:02:57 1
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУÇЛĂХĔН ОЛЕГ НИКОЛАЕВ ÇĔНĔ ÇУЛ САЛАМĔ
2 years ago 00:01:21 1
Донецк халăх республикин хастарĕсем Чăваш Енре хатĕрленеççĕ
9 years ago 00:02:30 1
Чăваш Республикин пуçлăхĕн М.В. Игнатьевăн çĕнĕ çул саламĕ
2 years ago 00:02:49 1
Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç
5 years ago 00:01:21 93
Чăваш Енре 11 футбол уйĕ тăвĕç
5 years ago 00:01:38 9
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН ПУÇЛĂХĔН МИХАИЛ ВАСИЛЬЕВИЧ ИГНАТЬЕВĂН ÇĔНЕ ÇУЛ САЛАМĔ
2 years ago 00:02:19 13
Чăваш Ен тавра пĕлӳçисен форумĕ
2 years ago 00:02:52 2
Эпĕ Чăваш Енре çуралнă
10 years ago 00:03:25 84
«Чăваш пики — 2014» çĕнтерÿçине палăртрĕç
2 years ago 00:02:04 1
Чулхулара — Чăваш Ен ушкăнĕ
4 years ago 00:02:29 1
Сенаторсем Чăваш Енре пулчĕç
1 year ago 00:01:31 1
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çыру патне Алена Елизарован комментарийĕ