Республикăра кăçал 11 футбол уйĕ тума палартнă, вĕсем тĕрлĕ районсемпе хуласенче пулĕç. Ĕçсене пурнăçлама «Спорт-пурнăç норми» наци проекчĕ май парать. Кун пирки паян Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ирттернĕ ларура калаçрĕç.