Чăваш Енĕн тĕп хулинчи Калинин, Мускав, Ленин районĕнсен тата Атăл леш енчи территори управленийĕсене, хула пурлăхĕн комитетне Шупашкар администрацийĕ çумне пĕрлештереççĕ. Çак йышăнупа çыхăннă ыйтусене Шупашкар хула пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕнче сӳтсе яврĕç.
Хулара пурăнакансен пăшăрханма кирлĕ мар. Улшăнусем ертӳлĕх ыйтăвĕсене çеç пырса тивеççĕ. Районти тытăмсем малашне хула администрацийĕн пайĕсем пулса тăрĕç. Çак çĕнĕлĕх тухăçпа лайăхрах та кирлĕ пек усă курма, ĕç тивĕçсене сахаллатма пулăшмалла.
«Малтан район администрацийĕче тăрăшнă çынсене те никама та ĕçрен хăтармĕç», – палăртрĕ Шупашкар хулин ертӳçи Евгений Кадышев. Малашне ятарлă профильсăр вăй хуракансен йышне чакарĕç, вĕсен вырăнне çĕнĕ ĕç йышăнакансем пулĕç. Канашлура çавăн пекех Шупашкар хулин 2022-мĕш çулхи хыснине пĕтĕмлетрĕç. Пĕлтĕр укçан ытларах пайне культура тата социаллă тытăм ĕçĕсем уйăрнă. 2022-мĕш çулта Хĕрлĕ тӳреме, кӳлемĕше тата ытти хула вырăнĕсене хăтлăх кĕртнĕ. Наци проекчĕсене пурнăçлама вара 3 миллиард тенкĕ ытла укçа уйăрнă пулнă.
1 view
503
111
1 year ago 00:02:19 1
«Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать
1 year ago 00:01:52 3
Юманлăхсене аталантарĕç
1 year ago 00:00:55 1
Айăплă йышăну тунă
2 years ago 00:03:53 1
«Асам» шкул театрĕсен фестивалĕ вĕçленчĕ
2 years ago 00:01:17 1
Алла Салаева çынсене йышăнчĕ
2 years ago 00:01:14 1
Шупашкарти район администрацийĕсене пĕрлештереççĕ
2 years ago 00:02:22 2
Сасăлав пырать-ха
2 years ago 00:01:52 1
Ӳсĕрле руль умне лараççĕ?
3 years ago 00:03:59 2
Чи пултаруллисем тӗп хулана килсе курчӗҫ
3 years ago 00:02:39 1
Канаш районӗнчи вӗренекенсем Шупашкарта экскурсире пулчӗҫ
3 years ago 00:03:38 1
Усал серепене лексен
3 years ago 00:02:11 1
Паха им-çам
3 years ago 00:00:40 1
Фёдор Мадуров пиртен уйрăлса кайрĕ
3 years ago 00:02:39 1
Пурин те ĕçлемелле!
3 years ago 00:00:56 1
Шкулсем çĕнелеççĕ
3 years ago 00:01:59 1
Картинăсене цифра çине куçараççĕ
4 years ago 00:02:36 1
Шкулти апат тивĕçтерет-и?
4 years ago 00:00:37 1
Шыв туратсăр, асăрханăр!
5 years ago 00:02:00 13
Çын пурнăçне çăлмалли техника
6 years ago 02:40:59 94
“Екрем“ фольклор ушкăнĕ чăваш юрăçисемпе Çĕнĕ Çула кĕтсе илет
6 years ago 00:01:12 1
Мускав кĕперне туса пĕтернĕ
7 years ago 00:02:25 1
Хăнасене Красноармейскинче илемпе хăтлăх кĕтет
7 years ago 00:03:30 1
Шупашкарти пĕр урамра пурăнакансене газ кĕртес ыйту нумай çул хумхантарать