Чăваш патшалăх академи симфони капеллин оркестрĕ, «Голос» проектра палăрнă юрăçсем тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи артистсем – пĕр сцена çинче. Вĕсене юрă-кĕвĕ çеç мар, Арно Бабаджанян композиторăн пултарулăхĕ те пĕрлештерет. Шăпах кăçал вăл çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитрĕ. Çак çавра çул Чăваш Ен историйĕнче те паллă йĕр хăварĕ. Мĕншĕн иккенне – «Юрату ĕмĕрĕ» концертпа киленнĕ Юлия Адюкова репортёр каласа парĕ. Юрă ян та ян юхнă самантра чĕре те юрлать, чун та савăнать. Çапах ăна итлекен е куракан умне кăлариччен самай тăрăшма тивет. Арно Бабаджанян композитор вара ку енĕпе чăн-чăн ăста пулнă. Ахальтен мар вăл хайланă юрă-кĕвĕ вун-вун çул иртсен те хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасть: артистсене илĕртет, халăха чунпа канма пулăшать. Кăна «Юрату ĕмĕрĕ» ятпа йĕркеленĕ концерт тепĕр хутчен çирĕплетрĕ. Арно Бабаджанян ятне ĕмĕр-ĕмĕр халăх асĕнче хăварас тĕлĕшпе пĕтĕм тĕнче шайĕнче ятарлă фонд та пуçарнă. Шăпах унăн хастарĕсем Чăваш Енри искусство деятелĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени чаплă концерт йĕркелеме май панă. Уяв каçĕнче п
13 views
1520
437
4 months ago 00:04:24 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ Шуҫӑма кěтесчě шанчӑкпах С надеждой бы встречать рассветы Сл.З.Сурпан, муз.И.Саригель
1 year ago 00:02:19 1
Кану тапхăрĕнче салтак çемьеленнĕ
1 year ago 00:03:49 1
«Культура» наци проекчĕ ырă çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать