«Атăл тăрăхĕнчи халăхсен ăс-хакăл юррисен пĕрешкеллĕхĕ» курав
Чăваш Республикин наци вулавăшĕнче «Атăл тăрăхĕнчи халăхсен ăс-хакăл юррисен пĕрешкеллĕхĕ» курав уçăлчĕ. Ăна чăваш халăх юрăçи Гаврил Федоров çуралнăранпа 145 çул çитнине халалланă. Вăл 752 чăваш юррине пĕлнĕ, ăсчахсем унран питĕ тĕлĕннĕ. Гаврил Федоровран Степан Максимов, Виктор Томилин композиторсем халăх юррисене çырса илме ĕлкĕрнĕ. Вĕсен нумай вăхăтчен ăçта упраннине тупайман.
Куравпа паллашнă май, Атăлçире пурăнакан халăхсен мăнаçлăхĕ курăнать. Тутар, мари, удмурт тата ытти халăха тимлĕ тишкернĕ материалсене кăларнă çӳлĕксем çине. Куракансем ăна çӳллĕ шайра хакларĕç.
ЮРИЙ ВАСИЛЬЕВ: “Хăйне евĕрлĕ, пысăк туйăмлă. Чăн-чăн кунта выставкăра çавра юрă пирки калаçу пырать. Çавра юрă вăл пирĕн чăваш халăхĕн ăсне, тĕнчене мĕнле пĕлнине, ăна мĕнле шухăшласа кăларнине кĕскен те çивĕччĕн калама пĕлтернĕ форма“.
Куравăн тĕп шăнăрĕ - Михаил Кондратьев искусствоведени докторĕн монографийĕ пулса тăчĕ. «Чувашская музыка в зеркале параллелей: к проблеме Волго-Уральской музыкальной цивилизации» ăслăлăх ĕçĕпе автор 2020-мĕш çулта Чăваш Республикин патшалăх премине илме тивĕçнĕ. Унта вăл Атăлçири халăхсен афористика поэзине тишкернĕ. Чăвашсен çавра юрринче тăван халăхăн мăнаçлăхĕ, пуянлăхĕ пытаннă тет вăл.
ЛИЛИЯ БУЛАНКОВА: “Яппун халăхĕсен танкăсем, перссен рубаисем. Пирĕн вара çавра юрăсем. Тĕслĕхрен, мари халахĕнче муро куштамыш, 6 халăх пирĕнпе юнашар пурăнаканнисем вĕсем ĕмĕр-ĕмĕрĕпе хутшăннă, пĕр-пĕринчен чи лайăххине илнĕ. Çав юрăсем ăçта упраннине шыраса тупрăмăр. Санкт-Петербург, фонограмма, архив. Вĕсемпе эпир çыхăнура. Хамăрăн фонда илесшĕн“.
Курав кăçалхи авăн уйăхĕччен ĕçлет.
2 views
627
145
4 months ago 00:04:13 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “Не отрекусь от жизни все равно“. Сл З. Сурбан, муз И. Саригель
5 months ago 00:02:52 1
«Хавхалану» фестиваль иртрĕ
10 months ago 00:02:36 2
Çемье вучахĕ çунма пуçларĕ
11 months ago 00:03:09 9
«Театр — манăн ăраскал»
1 year ago 00:02:26 1
Чун ыйтнă ĕç
1 year ago 00:01:47 15
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:02:22 3
Çирĕп çемье никĕсĕ мĕнре-ши?
1 year ago 00:04:35 3
Тутлă та илемлĕ çырла пухаççĕ
1 year ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
1 year ago 00:02:19 1
«Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать