Пуш уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса, Силпи — чăваш ялĕнче юр ирĕлет васкаса… Нарспин тăван çĕрĕнче кăна мар, пĕтĕм тавралăхра çуркунне çитни палăрать. Эппин, часах çĕр ĕçченĕн хĕрӳ тапхăр пуçланать.
Пĕлтĕрхине аса илес пулсан, çураки ирттерме уй-хире мартăн 14-мĕшĕнче тухнăччĕ. Кăçал ял çыннине çутçанталăкĕ çурхи ĕçсене хатĕрленме хушма вăхăт та пачĕ теме пулать. Техника, çунтармалла-сĕрмелли материалсем, вăрлăх, имçам… - çителĕклĕ-и вĕсем? Çĕр ĕçченĕн кăмăлĕ еплерех? Ку ыйтусене Правительство шайĕнчех тишкерчĕç.