Авалхи вăхăтра чăваш ялĕнчи кашни килтех арча упраннă. Унти тупра асамлăхпа тыткăнланă. Паянхи чăваш çамрăкĕсем пуянлăха йывăçран ăсталанă хатĕрте упрамаççĕ пулин те, вĕсем хальхи йышши арча пулăшнипе ыттисене тăван чĕлхене вĕрентме пултараççĕ. Çак кунсенче Чăваш патшалăх университетĕнче «Чăваш арчи» проект пурнăçланма пуçларĕ. Унпа килĕшÿллĕн волонтерсем ачасемпе çамрăксене чăваш чĕлхине çĕнелле вĕрентеççĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Юлия Адюкова репортер каласа парĕ. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Чăваш арчи хайнеевĕрлĕ те пуян, унта темĕн чухлĕ япала упранать: пукане, календарь, ручка тата ытти методика метарилĕ. Çак хатĕрсем волонтерсене урок ирттерме пулăшаççĕ те». Пӳлĕмре чăваш сĕмĕ хуçаланни урок пуçланичченех туйăнма тытăнчĕ. Пуян тĕрĕ-эреш, паллăсем, тăван чĕлхепе пуплекен пикесем. Вăйă мелĕпе йĕркеленĕ урокра парттăсем те, кĕнекесем те çук. Вĕрентекен тивĕçне те студентсене – пулас филологсене шанса панă. Çапла, «Чăваш арчи» проект çĕнĕлле йĕркепе, интерактивлă технологисем пулăшнипе пурнăçа кĕрет. Паллашу саманчĕ, «Манăн
2 views
80
19
4 months ago 00:03:53 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ Сана саваймӑп, каçар (Не смогу тебя полюбить, прости) Муз И Саригель Сл З Сурпан