Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем техника туянсан унăн хакĕн пĕр пайне патшалăх саплаштарать. Пахча-çимĕç пухмалли, тĕш тырă çапмалли комбайнсем, трактор тата ытти техника – çаксемшĕн пулăшу илме май килнĕ. Малашне вĕсен хисепĕ тата та ӳсет. Çак ыйтăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче хускатрĕç.
Виçĕ çул каялла республика ертӳлĕхĕ тăрăшнипе ял хуçалăх техникине туянсан тăкакланнин 35-50 процентне саплаштарма пуçларĕç. Хăмлапа ĕçлемелли хатĕр илсен пулăшу нумайрах параççĕ. Выльăх-чĕрлĕх тытакан тата çăв вăхăтрах ӳсен-тăранпа, çĕр улмипе, пахча-çимĕçпе ĕçлекен 45 процентлă тĕреве илеет. Ӳсен-тăранпа çеç тăрăшакансем техника туянсан тăкакланнин 35 процентне тавăрма пултараççĕ. Ял хуçалăх таварне туса илекенсем кăçал 334 техника туяннă. 154 трактор, тĕш тырă çапакан 18 тата пахча-çимĕç пухакан 6 комбайн – парксенче. Программа Чăваш Енре ăнăçлă пурнăçланать. Çавăнпах çĕр çинче ĕçлекенсене малашне те пулăшма палăртаççĕ. Тĕрев памалли техника хисепĕ те ӳсмелле. Саптаракан хатĕрсенчен хăй тĕллĕн çӳрекеннине, прицеплине, çурма прицеплине, тăрăллине туянсан, апат салатакан хатĕрлĕ пулсан та тӳленин пĕр пайне каялла тавăрма пулать. Паллах, хамăр çĕршывра туса кăларакан техникăна туянмалла. Китай халăх республикинче хатĕрленине илсен те тĕрев параççĕ.
1 view
273
57
6 months ago 01:52:37 1
С Сатур . “Чĕнÿллĕ çул“ . Кĕнеке куравĕ.
9 months ago 00:15:03 1
Республика. (на чувашском)
10 months ago 00:01:33 1
Нумай ачаллă çемьесене — тĕрев
10 months ago 00:02:20 4
Тĕрлĕ ĕç-пуçа явăçтарĕç
11 months ago 00:00:25 1
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çыру патне Анна Никитинан комментарийĕ
11 months ago 00:01:31 1
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă çыру патне Алена Елизарован комментарийĕ
12 months ago 01:24:02 1
Пĕрремĕш кирпĕч хуни... Сиктĕрме-Хусанкай ялĕ. “Çĕнĕ Сăвар“ хулаш.
1 year ago 00:03:09 9
«Театр — манăн ăраскал»
1 year ago 00:02:31 1
Ырăлăх центрĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:02:38 7
Театра халалланă пурнăç
1 year ago 00:01:47 15
Театрсен фестивалĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:02:52 1
«Çĕнĕ çăлтăр» конкурса хутшăнаççĕ
1 year ago 00:02:58 1
Пулас педагогсемшĕн тĕслĕх
1 year ago 00:03:58 1
Николай Казаков композитор 60 çулхи юбилейне паллă тăвать