Çемье вăл – ашшĕ-амăшĕ, ача-пăча, кил-çурт. Çемье - кашни çыншăн чи пĕлтерĕшли. «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕнче тăрăшакансем çакна аван пĕлеççĕ тата туяççĕ. Ку хутĕнче вĕсем тĕрлĕ спорт федерацийӗсемпе пĕрле «Пурнăç сывлавĕ» проекта ĕçе кĕртеççĕ.