Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа Чăваш Енрен кайнă салтаксем унта хастар çапăçаççĕ. Тулли мар мобилизацие лекнисем, контрактпа кайнисем тата ыттисем те. Вĕсен йышĕ тата та ӳсмелле. Çак кунсенче Раççей Геройĕ Евгений Борисов ертсе пыракан ушкăн ятарлă çар операцине тухса каять.
Чăвашсем тăван çĕршыва тĕрлĕ вăхăтра тивĕçлĕ хӳтĕленĕ. Халĕ те вĕсем – паттăрсем. Раççей Геройĕ Евгений Борисов паттăрсене пулăшмаллине, асра тытмаллине калать. Çавăнпах вăл ятарлă çар операцине кайма килĕшӳ çырнă. Унăн аслашшĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 5 хутчен аманнă, 3 хут госпитальте выртнă. Евгений Германович хăй те 3 хутчен аманнă. Çапăçу хирĕнче мĕнле лару-тăру пулнине аван пĕлет. Çавăнпа та çар операци вăхăтĕнче кирек мĕнле пулăшу та вырăнлă пулнине калать паттăр.
ГЕННАДИЙ МАТВЕЕВ: «Раççей шайĕнче, Чăваш Ен шайĕнче яланах паттăрсен ятне перекетленĕ, яланах манса кайман. Çавăнпа та паянхи Женя Борисов Раçсей Геройĕ хăй ирĕкĕпе вăрçăна каяс пирки калани пире хаклă. Раççей, чăваш йăлисем çĕршыва сыхласа яланах пĕр ăруран тепĕр арăва куçса пыни пирĕншĕн хаклă».
Евгений Борисов пĕччен мар, хăйĕн ентешĕсемпе, Муркаш тăрăхĕнчи арçынсемпе пĕрле ятарлă çар операцине каять. Вĕсен йышĕнче Тивĕшри Николай Ильин та. Вăл малтан ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна икĕ хутчен гуманитари грузĕ илсе кайнă, хăйĕн тата ялта пурăнакансен укçипе икĕ «Шевроле Нива» атомобиль çитернĕ. Халĕ те вăл çапăçу хирне пуш алăпа мар, «УАЗ Патриот» илсе каять. Килĕшĕве пĕр иккĕленмесĕрех çырнине калать вăл.
НИКОЛАЙ ИЛЬИН: «Эпир кунта пурăнатпăр, ачасем лере. Пирĕн тĕнчене сыхлаççĕ. Патриотизм пĕрремĕш вырăнта тăчĕ. Иккĕмĕш ĕнтĕ – Евгений Борисов çав вăхăтра шăнкăравларĕ. Манăн вара патриотизм питĕ хăпарчĕ ĕнтĕ. Çавăнпа та çемье те мана поддержать турĕ».
1 view
423
113
2 years ago 00:02:21 1
Паттăрсем çула тухаççĕ
5 years ago 00:04:13 8
Паттăрсем асран тухмаççĕ
4 years ago 00:01:58 6
«Манăçнă çапăçусем, паллă мар паттăрсем»
2 years ago 00:01:19 1
Паттăрсем хамăр хушăрах
7 years ago 00:02:38 1
Çамрăк паттăр Семен Семенов
4 years ago 00:01:11 1
«Пирĕн картишри паянхи паттăрсем»
7 years ago 00:01:44 1
Улатăрсем иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç
8 years ago 00:07:57 11
Хĕрсем утă çулма тухаççĕ...
2 years ago 00:26:15 4
Чăвашăн манăçман паттăрсем! Олег Прокопьев. Чĕрĕ юлнисем каласа параççĕ.
2 years ago 00:02:01 1
Паянхи паттăр
2 years ago 00:22:10 3
Чăвашăн манăçман паттăрсем: Владимир Михайлов. ( 4 душмана хăйĕнпе пĕрле гранатăпа сирпĕтнĕ)
7 years ago 00:01:11 2
Хула кунне Канашсемпе Улатăрсем паллă турĕç
3 years ago 01:14:17 1
Хĕрсем УЛАХра лараççĕ...
1 year ago 00:53:23 10
Итоги 2023: выставка-форум «Россия», всечувашский «Акатуй», новогодние традиции |Хĕрсем
2 years ago 00:56:37 2
8.Чунçÿрев-2011. Улăп тăпри çинче юпа лартрăмăр (Ç. Кавказ)