Çырури ĕçсем пурнăçланаççĕ

Чăваш Республикин Пуçлахĕ çулсерен Патшалăх Канашне Çырупа тухать. Унта палăртнă ĕçсен 85 процентне пурнăçланă та. Çак ыйтăва паян Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура хускатрĕç. Пĕчĕк тата вăтам услама аталантарассипе çыхăннă ыйтусене татса панă. «Тухăçлă регион» проект ĕçе кĕнĕ. Туризма аталантарассипе лайăх тимлеççĕ. Тылра пулнисен ĕç-хĕлне палăртассипе çыхăннă ĕçсене нумай йĕркеленĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă 167 мероприятирен 141-шĕ пурнăçланнă, ыттисене вĕçлесе пыраççĕ. Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев тĕллевсене пурнăçлани çĕнĕ ĕçсене палăртма май панине каларĕ. Чăваш Республики чĕмс&#
Back to Top