Сăвви (стихи) — Г. Ефимов. Кĕвви (музыка) — Г. Хирпÿ
Хула тăрăх çÿресе кунларăм,
Эп килентĕм ун илемĕпе.
Маншăн вăл телейлĕ ĕмĕт пек çиçет-çке...
Кÿç тулли сăнарĕшĕн каларăм:
Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!
Садсене пăхса ытараймарăм,
Сулхăнра эп лартăм уçăлса.
Çамрăксем çÿреççĕ савăнса хаваслăн...
Çакăнта хам савнине эп тупрăм,
Шупашкарăм, савнă Шупашкарăм!
Заводсен ыр янравне тăнларăм,
Вăй-хал хушрĕç çамрăк чунăма.
Мĕн тери хаваслă пурăнма, тăванăм...
Пур ĕçсене тăватпăр патваррăн,
Шупашкарăм, савнă