Паян Василий Чапаев çуралнă кунĕ. Мускавра пурăнакан йăхташăмăрсем çак кун тĕлне Соколькники кану паркĕнче йĕлтĕр чупăвĕ ирттернĕ. Пирĕн ентешĕмĕре халалланă ăмăртăва пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Унта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Мускавра пурăнакан 300 ытла çын хутшăннă.