Шӑл тухтӑрӗнче ӗҫлеме те, тренерта вӑй хума та ӗлкӗрет
Патӑрьел тӑрӑхӗ хӑйӗн тӗнчипе палӑрнӑ спортсменӗсемпе тивӗҫлипе мӑнаҫланать. Пысӑк ҫитӗнӳсенче несӗлсен тӳпи те пур: йӑхри ӗмӗртен килекен тӑрӑшулӑхпа тӳсӗмлӗхе пула, аслисен ырӑ тӗслӗхне кура кӗҫӗннисем пур енӗпе те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ. Хальхинче ентешсем Европа кубокӗн ҫӗнтерӳҫине, 7 хут ҫӗршыв чемпионне Дмитрий Мулендеева чысларӗҫ.