Калӑпӑшӗпе пӗчӗк кӗнекере - пысӑк туйӑмсем
Тӑван ҫӗршыва тӑшманран сыхласси мӗн ӗмӗртен - сӑваплӑ тивӗҫ, паттӑрла ӗҫ. Чӑваш ҫыравҫисем ятарлӑ ҫар операцийӗнче Раҫҫейӗн тӗллевӗсене хӳтӗлекен салтаксене пулӑшас тесе сӑвӑ пуххи хатӗрлесе кӑларнӑ. Кӗнекене филармони, Чӑваш академи драма, Вырӑс драма тата Ҫамрӑксен театрӗсен артисчӗсемпе пӗрле хӑтларӗҫ.