Шалти политика лару-тăрăвне шута илсе, Европĕрлешӳ, Америкăн пĕрлештернĕ штачĕсем тата ытти çĕршыв Раççее хирĕç санкцисем кĕртнипе çынсем пăшăрханаççĕ. Çемьеллисем социаллă тӳлевсене парассипе чăрмав пуласран хăраççĕ. Ыйтăва Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова уçăмлатса пачĕ. АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Паянхи куна бюджетра социаллă пособисене тивĕçтерме палăртнă укçа-тенкĕ шайĕ çителĕклĕ. Тӳлевсене вăхăтра татса пама нимĕнле чăрмав та çук. Социаллă пулăшу паракан уйрăмсем паян яланхи пекех ĕçлеççĕ. Палăртнă тĕллевсене эпир халĕ пурнăçа кĕртетпĕр. Вĕсен шутĕнче ачаллă çемйесене, ветерансене, кашни уй