М-12 автомагистраль тунă чухне ваннă çулсене çурла уйăхĕн 31-мĕшĕччен йĕркене кĕртĕç. Сăмах КожЕвенное-Гарт, Пăрачкав-Мочкас, Йĕпреç-Березовка-КудЕиха çулсем пирки пырать. Аса илтеретпĕр, утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Пăрачкав тăрăхĕнчи Сиява карьертан подрядчиксен хăйăр илсе тухма пăрахмалла пулнă.
Анчах та М-12 çула туса пĕтерме татах хăйăр кирлĕ пулнипе вĕсене çурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен турттарма ирĕк панă. Хыççăн вара арканнă çулсене çĕнетме пуçлĕç. Кун пирки çулсене юсассипе йĕркеленĕ ятарлă ларура калаçа татăлчĕç.
1 view
342
99
1 year ago 00:02:32 1
Çулсене юсама шантарчĕç
1 year ago 00:01:23 2
Çулсене йĕркене кĕртĕç
4 years ago 00:03:54 1
Çулла - çул тумалли вăхăт
6 years ago 00:02:50 1
Халăх фрончĕн хастарĕсем нумай пулмасть сарнă çулсене тимлĕх уйăрчĕç