Ырă чĕреллине - шанчăклă юлташ

«Ырă чĕреллине – шанчăклă юлташ». Килсĕр чĕр чунсене пулăшакан «Дог24» ыр кăмăллăх фончĕ çак ятпа проект хатĕрленĕ. Ăна пурнăçлама Президент гранчĕн фончĕ те укçа уйăрнă. Çак кунсенче ырă ĕç тăвакансем хăйсен пĕрремĕш куравне Шупашкарти «Амазони» паркĕнче йĕркелерĕç. Килсĕр йытăсене, кушаксене тупса палăртаççĕ, сăн ӳкереççĕ, интернет уçлăхĕнче хуçа шырани пирки пĕлтерӳ кăлараççĕ. Ку çеç те мар, халăх нумай пухăнакан вырăнта хăйне евĕрлĕ курав та йĕркелеççĕ. Хальхинче виçĕ кушакпа йытă хăйсен шанчăклă юлташне тупрĕç. Çавăн пекех ырă чĕреллисем килсĕр чĕр чунсем валли апат, эмел, уçăлтарса çӳремелли хатĕр парса хăварчĕç. Çитес курав «Амазони» паркрах çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче иртмелле.
Back to Top