Асамлă ӳнер тĕнчи кашни çынна тыткăнлама пултарать. Сăрă-кăранташ ĕçне кăмăллакансем Патӑрьел тăрăхĕнче 16-мĕш хут иртекен Кокел пленэрӗнче тĕл пулчĕç. Ăна çак тăрăхра çуралнă Алексей Кокель художнике халалланă.
Сăрă ăстисем ял ҫыннисен пурнӑҫне, çавӑн пекех Патӑрьел тăрăхĕн илемлӗ ҫут ҫанталӑкне палӑртакан картинăсем çырĕç. Патăрьел тăрăхĕпе Ардатов районĕ килĕштерсе ĕçлессине палăртса йышăнăва алă пусрĕç. Çапла Мордва республики Чăваш Енпе татах çывăхланчĕ. Пĕрле татса памалли ыйту нумайлансах пырать. «Икĕ çыран - пĕр шăпа» тенĕ евĕр малалла пĕрлĕхе тĕпе хурса аталанма çăмăл пулĕ.
РУДОЛЬФ СЕЛИВАНОВ: «Пирĕн районĕ тĕрлĕ нациллĕ, терлĕ конфесиллĕ пулнипе те. Кашни халăх хăйĕн чĕлхине, йеркисене юратса, пĕрле аталанса пынинче, чăннипех те, вăй. Кунта Белоруссинчен килнĕ, Уралтан, Дальний Востокран килнĕ, Калининград енчен килнĕ. Кам кана тĕрĕссипе çуккă – вăл пĕрре. Паянхи кун тĕрлĕ халăхпа çавăн пек пленэрсем, çавăн пек мероприятисем ирттерни вăл татах Раççей Патшалăхĕ тĕрлĕ халăхлă пулса пĕрле пурăннине пĕлтерни тесе шутлатăп эпĕ».
Палăртса хăвармалла, Алексей Кокель Раҫҫейри Императорсен ӳнер академийӗн профессиллӗ художникӗ сумлă ята та тивĕçнĕ. Кунта пухăннă хăнасем Алексей Кокель ӳнерҫӗн музей ҫурчӗнче чăваш апат-çимĕçне тутанчĕç, сумлӑ ентешӗмӗр палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хурса чыс турĕç.
ВЛАДИМИР ВАСИЛЬЕВ: «Хăйсен пултарулăхне картинăсенче кăтартаççĕ. Паллах, пире çавăн пек ӳнерçĕсем килни вăл халăхсен туслăхне çирĕплетме пултарать. Мĕншĕн тесен ӳнерçĕсем тĕрлĕ çĕртрен килсе, пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрин картинисене пăхса, паллах, вĕсем пирĕн Раççей пуянлăхне, Раççĕй вăй-хăватне çирĕплетме пулăшаççĕ».
Пленэр утă уйăхĕн 17-мĕшччен пырĕ. Турхантан тухнă художника çакнашкал сума сунăшăн чунран хĕпĕртенине палăртаççĕ ентешĕсем.
1 view
374
83
2 years ago 00:02:22 1
Сăрă ăстисем — Патăрьелĕнче
2 years ago 00:02:43 57
100-е яхăн çамрăк корреспондент пуçтарăнчĕ
6 years ago 00:46:02 215
Топурия об отношениях с Гуфом, дочке, своём стиле, Д.Р. Регины | A’STUDIO | “Пятница с Региной“
6 years ago 01:02:12 0
Стиль с ЭК. Kak жить в деревне и зaрaбaтывaть oт 25тыc руб Федoрoвa Мaрия Диреkтoр
2 years ago 00:02:28 26
Вĕренӳ тытăмĕнчи чи ăста педагогсене чысларĕç
6 years ago 00:47:09 0
Стиль с ЭK Aннa Пaрaмoнoвa Kak призвaниe учитeля и пeдaгoгa рeaлизoвaть в сeтeвoм 170719
7 years ago 00:03:09 73
«Party Like A Russian» Р. Вильямса (2016 г.)
13 years ago 00:06:28 337
Лазертаг в стиле .
4 years ago 00:04:37 7
Ольгa Бузoва — “Лaйкeр“ Прeмьера клипa 2019
12 years ago 00:03:13 95
Parfait Usher @marvelouspm | I am a . | #Kobo Style Hip Hop