Шупашкарти 37-мĕш шкулта хăрушсăрлăх урокĕ иртрĕ

Шывăн турачĕ çук, çавăнпа та асăрхануллă пулмалла. Ăнсăртран инкек-синкек сиксе тухсан вара пĕрремĕш пулăшу пама аслисен çеç мар, ачасен те пĕлмелле. Шыв хĕрринчи хăрушсăрлăх йĕркисене, пĕрремĕш пулăшу пама вĕрентес тĕллевпе республикăри шкулсенче ятарлă уроксем иртеççĕ. Вĕсенчен пĕри Шупашкарти 37-мĕш шкулта пулчĕ.
Back to Top