Вырма пуçланнă. Чăваш Енре пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене выраççĕ. Пĕрремĕшсем — Елчĕксем. Кунта 1000 гектар çинче вырнă та ĕнтĕ, 50 ытла гектар çинче çапса тĕшĕленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев «Прогресс» хуçалăхра пулчĕ. Кунта шăпах урпа уйĕнче ĕçлеççĕ.