Туслӑх ҫуртӗнче Нагорновсен ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлет
“Искусствӑна юратса“. Ҫакӑн пек ят панӑ 3 автор хӑйсен куравне. Раҫҫей тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ Владимир Нагорнов, унӑн мӑшӑрӗ Наталия ӳнерҫӗ тата хӗрӗ Дарья дизайнер тӗрлӗ жанрпа ӗҫлеҫҫӗ. Ҫапах та вӗсене пултарулӑха юратни пӗрлештерет. Ҫакна Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче йӗркеленӗ курав та ҫирӗплетет.