Кăшăллă вирус алхассах пырать. Чăваш Енре иртнĕ талăкра кăна 139 çын амак çаклатнă. 18-ĕшĕ чире çĕнтереймен. Кăшăл вирусран сыхланмалли чи шанчăкла мел — вакцинаци. Кашни муниципалитетра привика тăваççĕ. Ку енпе Канаш хули малтисен ретĕнче. Сыхлăх эмелне ăша янисен шучĕ кунта 80 процента çывхарать. Республикăра ку кăтарту 50 процентпа танлашать.