Хӑнасем кунта илӗнесси пӗртте иккӗлентермест
Патӑрьел тӑрӑхӗнче сӗтпе аш-какая, тырпулпа ҫӗрулмине вырӑнтах тирпейлессине йӗркелесе ҫитернӗ, малашне туристсене илӗртес енӗпе ӗҫлесшӗн. Сӑмах май, Чӑваш Енре агротуризма аталантарма 5 фермер 39 миллион тенкӗ ытла патшалӑх пулӑшӑвне тивӗҫнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ - патӑрьелсем.