Раҫҫей халӑх пултарулӑхӗн тава тивӗҫлӗ ушкӑнӗ “Сувар“ концерт сезонне уҫрӗ

“Сувар“ халӑх ташӑ ансамблӗ 40 ҫул ытла ӗнтӗ куракансене хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Чӑваш Республикин тата Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов ертсе пыракан ушкӑн ҫак хушӑра таҫта та ҫитнӗ, ҫӗршыв шайӗнчи чылай фестивальпе ӑмӑртура лауреат ятне тивӗҫнӗ.
Back to Top