«Экономика аталанăвĕ тата инноваци экономики» Раççей Федерацийĕн патшалăх программипе килĕшӳллĕн пĕлтĕр республикăра «АБАТ» технопарк тата «МАШЗАВОД» индустри паркĕсене йĕркелеме пуçланă. Çак тĕллевпе федераци хыснинчен 994 миллион тенкĕ субсиди пăхса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ паян «АБАТ» промышленность технопаркне тăвас ĕçпе паллашрĕ.
«Тин çеç Раççейри пысăк суту-илӳ лавккисен ертӳçисене хамăр производствăпа паллаштартăмăр, çакăн пек технопарк туса хурас енĕпе 11 çул тăрăшса ĕçлерĕмĕр», – тет Наиль Хайрутдинов. Санкцисене пула чылай предприяти умне пысăк чăрмав тухса тăнă. Вĕсем пурте Чăваш Енре туса кăларакан саппас пайсемпе, техникăпа усă курма пуçланă. Промышленноç калăпăшĕнче апат-çимĕç çумалли техника, çăмарта, пахча-çимĕçе тасатмалли хатĕрсем кăлараççĕ.
– Çак технопарк Раççей Федерацийĕ шайĕнче те чăн лайăххисенчен пĕри. Ун пеккисем 1-2 çакăн пек пурнăçа кĕртсе яма пултарнисем. Кухньăра тата апат-çимĕç хатĕрлес ĕçре пĕтĕм кирлĕ технологисене çакăнта туса вĕсене Пĕтĕм Раççей Федерацине тата ытти çĕршывсене тивĕçтерсе пырасси. Технопаркра 14 резидент пулмалла. Кĕçех кунта инженери центрĕ уçăлмалла. Ун валли «3D» принтерсем туянма пуçланă. Çавăн пекех лазарьпе касса сыпăнтармалли предприяти те ĕçлесе каять. Ял хуçалăх тытăмĕ валли кирлĕ техникăна – пахча-çимĕç çуса тасатакан техникăна Çĕнĕ çул тĕлне кăларма пуçласшăн.
1 view
521
165
5 months ago 00:04:14 1
Летние пейзажи художника Владимира Абат-Черкасова
6 months ago 00:03:34 1
Промышленный технопарк / Мурманский рыбный порт модернизируют / Производство медпрепаратов в МСК
9 months ago 00:03:39 1
Многогранное творчество современного художника Владимира Абат-Черкасова
11 months ago 00:07:16 1
Новая камера Abat / Природное криптохранилище / Производство контейнер для СПГ в Подмосковье